Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕк ялĕн - престол уявĕ

Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Елчĕксем ял уявне ирттереççĕ.

Уяв мероприятийĕсем 7 сехет те 30 минутра Александр Невский ячĕллĕ чиркỹри кĕлĕрен пуçланаççĕ. Унтан пурте пĕрле зарядкăна тăрăпăр. Районти тĕп библиотекăра, шкулта тĕрлĕ ỹсĕмрисем валли конкурссем, тĕл пулусем иртеççĕ. 15-16 сехетсенче район центрĕнчи учрежденийĕсем хушшинче "Елчĕк ен, çултан-çул чечеклен", "Кĕр парни", "Елчĕк çăкăрĕ" тата ытти выставкăсем ĕçлеççĕ.

Праçник официаллă майпа 17 сехетре Елчĕкри тĕп лапамра уçăлать. Уяв саламĕсем хыççăн ялти чи хисеплĕ ватăсене, нумай ачаллă çемьене, Елчĕк ялĕн чи çамрăк çыннине, "Чи лайăх урам", "Нумай хваттерлĕ чи лайăх çурт", "Чи лайăх подъезд", "Чи лайăх хуçалăх" ятсене палăртаççĕ. Урамсем, çамрăксемпе ватăсем, хушшинче тĕрлĕ тупăшусем, спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ.

20 сехетре чăваш эстрада юрăçисен концерчĕ пуçланать. Уяв 22 сехетре фейерверкпа, çамрăксен дискотекипе вĕçленет.

Пурне те уява йыхравлатпăр!



"Елчĕк Ен"
06 сентября 2014
17:02
Поделиться