Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ентешĕмĕре асра тытатпăр

Шăмалакри библиотекăра СССР космонавт летчикĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Паттăрĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа информаципе пĕлỹ сехечĕ иртнĕ.

В.Усанова библиотекарь вулакансене А.Г.Николаев биографийĕпе, паллă йĕр хăварнă пурнăç тапхăрĕпе паллаштарнă. Вулакансем иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Мускава кайсан А.Г.Николаев урлă тĕрлĕ çивĕч ыйтусене татса пама пултарнине аса илнĕ. Акă, пĕр вулакан 1987 çулта Мускаври куç больницине кайнă. Вăл А.Николаев космонавт летчикăн ентешĕ тенĕ, ăна Мускаврах операци тунă. Çавăнтанпа хĕрарăм Паттăра тав туса пурăнать. Кашни çулах А.Николаевăн çуралнă кунĕнче ун çинчен мăнукĕсене каласа парать.

Мероприяти вăхăтĕнче библиотекăна çỹрекенсем виртуаллă майпа Шуршăлти Космонавтика музейне çитсе курнă, электронлă альбом пăхса Андриян Григорьевичăн чĕрĕ сассине итленĕ. Кунтах А.Г.Николаева халалланă кĕнекесен выставкипе паллашма май пулнă.



"Елчĕк Ен"
06 сентября 2014
17:01
Поделиться