Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Вырăнтине суйла - хамăрăнне туян"

Республикăра "Вырăнтине суйла - хамăрăнне туян" акци иртмелле. Çак акцие çĕр-шыв Президенчĕн хăш-пĕр ятарлă экономика мерисем йышăнассипе çыхăннă хушăвне пурнăçласа йĕркелеççĕ. Хамăр патăмăрти продукци пирки халăх патне çитерес тĕллев лартнă май çынсене ун патне илĕртесшĕн.

Республикăри акци авăн уйăхĕнче тытăнса раштавччен пымалла. Ăна пуçараканĕсем - Ял хуçалăх, Экономика аталанăвĕн министерствисем. Акци операторĕ - Чăваш Енĕн Суту-илỹ промышленноç палати.

Çак мероприяти вăхăтĕнче хамăрăн продукци çинчен каласа кăтартакан информаципе анлă паллаштарма шухăшлаççĕ. Кун валли радио-телевиденипе хаçатран тытăнса реклама экранĕсемпе урамра çырса çакасси таранах шухăшлаççĕ.

Телевизорпа "Тĕрĕслевлĕ туяну" текен проект пурнăçа кĕртесшĕн. Ку вăл Раççей телеканалĕсенчен пĕринпе ирттерекен çавăн йышши кăларăма çывăх пулĕ. Ун вăхăтĕнче хамăр патăмăрти тата республика тулашĕнче кăларакан продукцие туянĕç те ăна экспертсем хаклĕç.



"Елчĕк Ен"
30 августа 2014
16:08
Поделиться