Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вăхăтлă йышăну тумалла

- Нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсассин çĕнĕ тытăмĕпе кĕскен паллаштарсамăр.

Л.ПЕТРОВА, Елчĕк ял тăрăхĕ.

- Саккунпа килĕшỹллĕн, хваттер хуçисен кăçалхи авăн уйăхĕн 28-мĕшĕччен капиталлă юсав фондне мĕнле йĕркелессине палăртмалла: ку тĕллевпе ятарлă счет уçмалла (унăн хуçи ТСЖ, ЖСК, УК пулма пултарать) е укçана регион операторĕн счечĕ çине куçарса пымалла. Кашни тăваткал метршăн уйăхсерен 5 тенкĕ те 20 пусран кая мар укçа-тенкĕ тỹлемелле. Енчен те харпăрлăхçă палăртнă вăхăтчен пĕр уйăх маларах йышăну тумасан, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пĕрлехи пуху йĕркелемелле.



"Елчĕк Ен"
23 августа 2014
13:39
Поделиться