Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Регистрацине - нумай функциллĕ центр урлă

2014 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Федерацин миграци службин Чăваш Енри управленийĕпе Чăваш Республикинчи патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтерекен нумай функциллĕ центр хушма килĕшỹ çирĕплетнĕ.

Унпа килĕшỹллĕн, çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнчен гражданин хăй пурăнакан вырăнта регистрациленес е унтан тухас тесен нумай функциллĕ центр специалисчĕсен пулăшăвĕпе те усă курма пултарать.

Елчĕк район халăхĕ ку ыйтупа Елчĕкри нумай функциллĕ центра (Елчĕкри тĕп библиотека çуртĕнче пĕрремĕш хутра вырнаçнă) пыма пултарать. Вăл тунти кунпа эрне кун - 8-18, ытлари кун - 8-19, шăмат кун 9-13 сехетсенче апатсăр ĕçлет.

Регистраци учетне тăрас е унтан тухас пулсан мĕнле документсем кирли е ытти пирки 2-57-09 телефонпа е mfc@yaltch.cap.ru электронлă адреспа ыйтса пĕлме пулать.

 

 
 


"Елчĕк Ен"
20 августа 2014
08:40
Поделиться