Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăрмавсене пĕрле пĕтермелле

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн полномочиллĕ Представителĕн çумĕ Олег Мельниченко çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Украинăран килекен граждансене федерацин Атăлçи округĕн территорийĕнче вăхăтлăх вырнаçтарас тата ĕçпе тивĕçтерес ыйтусене çĕклесе видеоконференци ирттернĕ.

Украина гражданĕсене йышăнассипе тата ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă йĕркесене çăмăллатас тĕллевпе саккунсемпе нормативлă право акчĕсене улшăнусемпе хушусем кĕртни пирки сăмах хускатнă канашлура, ку енĕпе çĕнĕ хушма сĕнỹсем хатĕрленĕ.

Пушкăрт, Киров, Чулхула, Оренбург тата Самар облаçĕсенчи представительсем Украина гражданĕсене йышăнас ĕçре тĕл пулакан чăрмавсем çинче чарăнса тăнă, кунтах пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма пултарнă.

Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне федерацин Атăлçи округне Украинăран 35 пин çын килсе çитнĕ, вĕсенчен пысăк пайĕ (28 пин çын) хăй тĕллĕн килнĕ.



"Елчĕк Ен"
20 августа 2014
08:39
Поделиться