Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Крым халăхĕнчен тав сăмахĕ

Çурла уйăхĕн 12-13-мĕшĕсенче Патшалăх Думинчи "Единая Россия" фракцин депутачĕсем Крым Республикинче, çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Канашĕн членĕсемпе тĕл пулнă.

Раççей Федерацийĕн çĕнĕ субъектне Раççейпе туллин çыхăнтарасси - влаçăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Вăл шутра Крымпа Севастополĕн экономика хăватне ỹстересси, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, промышленноçа, ял хуçалăхне, социаллă сферăна тата туризма аталантарасси пулнине палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Владимир Путин.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ, вĕренỹ енĕпе ĕçлекен комитетăн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Крым халăхĕпе уйрăммăн курса калаçнăскер, унти ача сачĕсенчи, шкулсенчи тата аслă шкулсенчи лару-тăру пирки каласа панă:

- Тĕл пулусем ытларах шкулсенче йĕркеленчĕç. Ыйтусем тĕрлĕ енлĕ. Чи кирли - эпир Крым халăхĕнчен хăйне Раççей йышне илнĕшĕн пысăк тав сăмахĕ илтрĕмĕр.

Хальлĕхе ача сачĕсемпе шкулсенчи лару-тăру çăмăлах мар. Ача садне черете тăракансен йышĕ пысăк: 40 пин ача. Шкулсенчи лару-тăру та йывăр. Çавăнпа та Раççей ертỹлĕхĕ шкул умĕнчченхи вĕренĕве модернизацилесси, шкулсене тивĕçлĕ шая хăпартасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Çывăх вăхăтра çĕнĕ шкулсем тăвассине, ача сачĕсене çĕнетессине плана кĕртнĕ.

Лăпкăлăха туйса Крыма Кăнтăр-Хĕвел тухăç Украинăран тарса килекенсен йышĕ питĕ нумай. Çавна май маларах классенче 20 ача пулнă пулсан, халĕ вĕсен шучĕ 30-па танлашать. Аслă шкулсенче те çак лару-тăру.



"Елчĕк Ен"
20 августа 2014
08:38
Поделиться