Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Паян - Пĕрлехи информаци кунĕ

Паян районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Ĕçлĕ визитпа министерствăсемпе ведомствăсен, Елчĕк район администрацийĕн представителĕсемпе организаци-предприяти ертỹçисем тĕрлĕ ял тăрăхĕнче халăхпа тĕл пулĕç.

Пĕрлехи информаци кунне хутшăнакансем Чăваш Республикин пĕрремĕш çур çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн итогне, республика бюджечĕ мĕнле пурнăçланнине тишкерĕç. Тĕп ыйтусен шутĕнче çавăн пекех шкул учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне, ЖКХ объекчĕсене кĕрхи-хĕллехи тапхăра хатĕрлесси, нумай хваттерлĕ çуртсенче пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсама май паракан фонда йĕркелес меслете суйласси.



"Елчĕк Ен"
20 августа 2014
08:32
Поделиться