Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вулакансенчен парне - кĕнеке

Библиотекăшăн чи лайăх парне - кĕнеке. Вулакансем час-часах кĕнекесем парнеленĕ май вулавăш фончĕ çулсеренех пуянлансах пынине палăртма кăмăллă.

Культура çулталăкĕнче Патреккел ялĕнче "Вулакан вулакана парнелет: чĕререн чĕре патне, алăран алла" акци старт илчĕ. Елизавета Палашкина, Валентина Павлова, Вера Чернова, Анастасия Петрова, Ирина Петрова вулакансем, ялта çуралса ỹснĕ, халĕ Беларусь Республикинче пурăнакан Бориспа Зинаида Миллинсем, Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Борис Миллин уйрăмах активлă хутшăнчĕç акцие.

Парнеленĕ кĕнекесем уйрăм сентре çинче вырăн тупрĕç, вулакансем çĕнĕ хайлавсемпе хаваспах паллашма пултараççĕ.

Т.ЗАХАРОВА.



"Елчĕк Ен"
20 августа 2014
13:28
Поделиться