Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Паспорт илнĕ

14 çул тултарнă çамрăксене савăнăçлă лару-тăрура паспорт парассине пирĕн районта ырă йăлана кĕртнĕ.

Çĕр-шыв ялавĕн кунне уявлас умĕн пурнăçри чи хаклă документа Елчĕкре пурăнакан Ольга Романова илме те ĕлкĕрнĕ. Раççей Федерацийĕн Миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнчи муниципалитетсем хушшинчи уйрăмĕн районти территори пункчĕн ертỹçи Т.Казеева ăна çак ятпа ăшшăн саламланă, малашнехи пурнăçра ăнăçусем суннă.

Çитĕнекен ăру çĕр-шыв пуласлăхĕ пулнине асăннă, Елчĕк гражданинĕн ятне кирек ăçта кайсан та çỹллĕ шайра тытма сĕннĕ вăл хăйĕн сăмахĕсенче, паспорт тата унăн историйĕ пирки кĕскен каласа панă, çак хаклă документа тирпейлĕн упрамаллине палăртнă.

"Единая Россия" политика партийĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн ертỹçи Л.Павлова Ольгăна парти майлă тăраканнисен ретне илнĕ.



"Елчĕк Ен"
20 августа 2014
13:27
Поделиться