Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Лейкозран сыхланар

Мăйракаллă шултăра выльăхсен лейкозне рак шыççине яракан вируссем пуçарса яраççĕ.

Вĕсем выльăхсен организмĕнче юнри лимфоидлă клеткăсене сиенленине пула юн тымарĕсемпе органсенче тата ỹт-тирте тĕрлĕрен шыçă чăмаккисем аталанаççĕ. Сывă выльăха лейкоз вирусĕ чирлĕ выльăхран юн, сĕт, лаймака, шăк, сперма урлă ерет. Пăвансемпе вăрăм тунасем тата ытти юн сăхакан хурт-кăпшанкă те чире сарăлма пулăшаççĕ. Тĕрĕслевсем çак чир 4 тапхăрпа иртнине çирĕплетнĕ: инкубаци вăхăчĕ, антителăсем курăнма пуçлани, юн клеткисен шайлашăвĕ ылмашăннă вăхăт тата рак шыççисем аталаннă тапхăр. Шел пулин те, лейкозпа чирленĕ выльăха сиплемелли меслет хальлĕхе шыраса тупман. Çавна пула вирус ернĕ выльăхсем ĕмĕрлĕхех чирлĕ пулса юлаççĕ. Лейкозлă ĕнесен пăрăвĕсем те амăшĕн хырăмĕнчех вируспа сиенленеççĕ.

Сывă выльăхсене пĕрле усрани, пĕрле кĕтỹре çỹретни, зооветеринари мероприятийĕсене кирлĕ пек пурнăçламанни, ĕнесене чирлĕ вăкăрсемпе пĕтĕлентерни, патшалăх тытăмĕнчи ветеринари специалисчĕсем ирĕк памасăр выльăхсене пĕр ушкăнтан тепĕр ушкăна куçарни, вĕсене ют районсемпе республикăсенчен ветеринари свидетельстви илмесĕр илсе килни е сутса яни лейкоз чирне кĕске вăхăт хушшинче сарăлма майсем туса парать. Мăйракаллă шултăра выльăхсен лейкозне Елчĕк районĕнче сарăлма парас мар тесе ветеринари станцийĕн, ветлечебницăсемпе ветучастоксен, ветпунктсен специалисчĕсем нумай ĕçсем туса ирттереççĕ. Коллективлă ял хуçалăх предприятийĕсен, сахал яваплă юлташлăхсен, фермерсемпе ял халăхĕн ĕнисемпе 6 уйăхран иртнĕ тына пăрусен юнне илсе ветеринари лабораторийĕсенче тĕрĕслеттереççĕ. Лейкоз вирусĕ ернĕ выльăхсене сыввисенчен уйăрса ятарлă вырăнсенче усрама хистеççĕ. Ветеринари справкипе свидетельство илмесĕр вĕсене урăх çĕртен илсе килме юраманни çинчен асăрхаттараççĕ. Çапла майпа ĕçлесе 20 çул каялла чылай хуçалăхсенче тухса сарăлнă лейкозлă фермăсене, ялсене коллективлă хуçалăхсен ертỹçисемпе тата специалисчĕсемпе, ялсенчи ĕне усракансемпе калаçса татăлса ку чухне ĕçе кĕртмелли мероприятисене кирлĕ пек пурнăçласа пырса сыватма пултарни - ырă пулăм. Çав вăхăтрах Чăваш Республикин хăш-пĕр районĕсенчи тата кỹршĕллĕ Ульяновск облаçĕпе Тутарстан Республикинче лейкоз вирусĕ ернĕ выльăхсем чылай пулни пире çав-çавах сыхă пулма хистет.

Юлашки çулсенче ĕне усракан хресчен (фермер) хуçалăхĕсен шучĕ ỹссе пыни, райцентртан аяккарах вырнаçнă ялсенчи уйрăм çынсем ĕне усрасчĕ тесе тăрăшни чуна савăнтарать. Çак савăнăç вăраха тăсăлтăр тесен выльăх ĕрчетес текенсен сывă выльăх анчах туянмалла. Ку енĕпе районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем япăх мар ĕçленине палăртатăп. Вĕсем выльăха ăçтан илсе килесшĕн пулнине специалистсене пĕлтереççĕ, выльăхсен сывлăхĕ пирки патшалăх служби урлă пĕлсе пама ыйтаççĕ. Шел пулин те, ĕне усракан уйрăм çынсем, хальтерех ĕçлеме пикеннĕ хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем пирки çапла калаймăн. Чылай чухне вĕсене, йỹнĕ хакпа лайăх ĕне туянас текенсене, ютри хуçасем пăхма лайăх пек ĕнесене, анчах та лейкоз вирусĕ ернĕскерсене, парса яраççĕ. Хăш-пĕрисем выльăх илсе килни çинчен ветеринарсемпе ял тăрăхĕн специалисчĕсене систерме те "манса" каяççĕ. Эпир, патшалăх тытăмĕнчи ветеринари специалисчĕсем, çакăн йышши пулăмсемпе килĕшместпĕр. Хамăр ĕçре ытларах ăнлантару тата ỹкĕтлỹ меслечĕсемпе усă курма тăрăшатпăр. Ветеринарипе санитари йĕркисене пурин те пурнăçламаллине аса илтерсех тăратпăр.

А.СКВОРЦОВ,

Елчĕк районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин ертỹçи.



"Елчĕк Ен"
16 августа 2014
13:30
Поделиться