Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ыйтăва татса памаллах

26 июля 2014 г.

 

"Коррупци ыйтăвĕ çивĕч, вăл çывăх вăхăтра сирĕлесси иккĕленỹллĕ. Çапах та унпа кĕрешни тивĕçлĕ кăтарту кỹрет. Шел пулин те, çак ыйтăва хăшĕсем политика шайне çĕклеме тăрăшаççĕ..." - çапла палăртнă Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупципе кĕрешекен координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕнче.

Чăваш Ен çĕр-шыври коррупци шайĕ чи пĕчĕк виçеллĕ субъектсен шутне кĕрет. Çакă республика ку чăрмавпа çине тăрса ĕçленине çирĕплетет. Çапах та, Чăваш Ен Пуçлăхĕн шухăшĕпе, ĕçлемелли пайтах-ха. Патшалăхăн электрон пулăшу ĕçĕсене май пур таран вăйлăрах аталантарни чиновниксемпе курнăçассине чакарĕ, çавна май коррупци никĕсĕ хавшĕ.

Саккун умĕнче пурте пĕр тан. Республика прокурорĕн пĕрремĕш çумĕ Виталий Щетинкин пĕлтернĕ тăрăх, суд умне тăнисен йышĕнче район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем, вĕсен çумĕсем, пайсен ертỹçисем те пур. Патшалăх органĕсен 7 ертỹçине уголовнăй майпа айăпланă. Çав шутран Федерацин миграци службин республикăри управленийĕн пуçлăхне, Патăрьел районĕн шалти ĕçсен пуçлăхĕпе унăн çумне, Сĕнтĕрвăрри районĕн администраци пуçлăхне...

Ку ыйтура çивĕчлĕхе чакарас тесен халăхпа тачă çыхăнса ĕçленин витĕмĕ те пысăк. Çак тĕллевпе Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви хăйĕн интернетри сайтĕнче çынсенчен тивĕçлĕ пĕлтерỹсем, ыйтусем йышăнассине йĕркеленĕ. Çавна май иртнĕ çул полици ĕçченĕсем граждансенчен коррупци тĕслĕхĕсем пирки 276 пĕлтерỹ йышăннă, вĕсене тĕрĕсленĕ хыççăн 203-шĕ çирĕпленнĕ. Асăннă фактсемпе пуринпе те уголовнăй ĕç пуçарнă.

Муниципалитет шайĕнчи нормăпа право акчĕсене тивĕçлĕ экспертиза туни тĕрлĕ документри коррупцие сăлтавлама пултаракан самантсенчен сыхланма кирлĕ. Республика шайĕнче тишкернĕ 1,5 пин ытла актран 280-шĕнче йĕркене пăхăнманнине тупса палăртнă, муниципалитет шайĕнче - 474. Çав шутран тĕрлĕ шайри яваплă çынсем хăйсен компетенцийĕн картинчен тухса "ытлашши" требованисем палăртнине асăрханă.

А.АЛЕКСЕЕВ.



"Елчĕк Ен"
26 июля 2014
10:22
Поделиться