Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Явап тыттарнă

23 июля 2014 г.

 

Елчĕк район прокуратури район территорийĕнчи предприятисемпе организацисем саккунсем ыйтнине пурнăçланине - тăван тавралăха сиен кỹнĕшĕн тỹлессин йĕркине пăхăнса ĕçленине тĕрĕсленĕ.

Тăван тавралăха сыхлакан саккунсемпе килĕшỹллĕн атмосферăри сывлăша вараланăшăн кашни кварталта, уйăхăн 20-мĕшĕччен тỹлемелле пулсан "Спутник-1" ООО тĕрĕслев вăхăтне сывлăша вараланăшăн тỹлеменнине палăртнă. Тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерес тĕллевпе сахал яваплă юлташлăх директорĕ тĕлĕшĕпе представлени çырнă. Явап тыттарнă хыççăн çитменлĕхе пĕтернĕ - сывлăша вараланăшăн тỹлемелли парăмпа татăлнă.

Унсăр пуçне, "Спутник-1" ООО директорне Административлă право йĕркине пăснин кодексĕн 8.41 статйипе килĕшỹллĕн (тавралăха вараланăшăн вăхăтра укçа тỹлеменшĕн) 3000 тенкĕ штраф панă.

А.КУРМЫШЕВ,

Елчĕк район прокурорĕн пулăшаканĕ.



"Елчĕк Ен"
23 июля 2014
16:50
Поделиться