Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вăрмана сыхлар

19 июля 2014 г.

 

Çанталăк шăрăх тăрать. Çавăнпа вăрмансенче пушар хăрушлăхĕ çивĕчленчĕ. Вăрманта, унăн çывăхĕнче кăвайтсем чĕртме, курăксене, тĕрлĕ тасамарлăха çунтарма, çынсене, транспорт хатĕрĕсене вăрмана кĕме юрамасть.

Енчен те вăрман çуннине, ун çывăхĕнче вут-çулăм алхаснине курсан Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин "Шăмăршă лесничестви" хысна учрежденине 8 (83546) 2-35-81, диспетчер службине 8 (8352) 40-24-00 е вăрман хуралне 8-800-100-94-00 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.



"Елчĕк Ен"
19 июля 2014
13:26
Поделиться