Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Уй-хир чĕнет

Ака умĕнхи йăлана кĕнĕ районти канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пычĕ.

Тĕрĕссипе, çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланнă ĕнтĕ. "Прогресс" акционерсен хупă обществинче, "Победа" ОООра, "Комбайн", "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕсенче иртнĕ эрнерен тытăнсах кĕрхи культурăсене минераллă удобренисемпе апатлантараççĕ. "АСК - Яльчики", "Клевер" ООО, "Нива" агрофирма" ООО, "Эмметево" ООО, "Сатурн", "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕсенче те ку енĕпе пикенсе ĕçлеççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче шутлă кунсенче, каçхине шăнтнипе усă курса, кĕр тыррисемпе нумай çул ỹсекен курăксене 5477 гектар çинче минераллă удобренисемпе апатлантарса хăварма ĕлкĕрмелле.

Акана хутшăнакан ял хуçалăх техникине хатĕррисен ретне лартассипе мĕнле ĕçленине районти комисси вырăнсенче пулса хак панă. Техника паркĕ чăннипех пуян "Прогресс" акционерсен хупă обществинче, "Победа" ОООра, "Комбайн", "Рассвет", "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, Курнавăшри Ю.Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çур аки ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçласси пирки иккĕленмелли çук. Ку чухнехи хăватлă ял хуçалăх машинисемпе ĕçлеме вĕсенче механизаторсем те хапăлласах килĕшеççĕ. Апла пулин те экономика тĕлĕшĕпе çирĕпех мар хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче ытларах та, пытармалли çук, кивĕ техникăна "чун" кĕртнипе çырлахма тивет. Умри йывăрлăхсене пăхмасăр хăйсем умне пысăк яваплăх илме хăраман мал ĕмĕтлĕ фермерсен ĕçне тивĕçлипе хакламалла. Таяпа Энтринчи А.Петров, Аслă Елчĕкри В.Чернов, Кĕçĕн Таяпари Б.Головин ỹсен-тăран культурисен пусă çаврăнăшне кирлĕ пек йĕркелесе пыма пултарнипе пĕрлех усă куракан çĕр лаптăкĕсене кашни çул тенĕ пекех анлăлатса пыма майсем тупаççĕ.

Акана тухичченхи шутлă кунсемпе усă курса "Нива" агрофирма" ООО, Анатри Тимешри О.Гаврилов, Курнавăшри А.Мясников, Пикшикри Р.Багаутдинов хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çунтармалли-сĕрмелли материалсем кỹрсе килеççĕ.

Пĕтĕм вăрлăх ака кондицине тивĕçнĕ. Районĕпе 360 тонна элита вăрлăх туяннă. Апла пулин те "Нива" агрофирма" ОООпа "Марс" ял хуçалăх производство кооперативне, Тип Тимешри Б.Тихомиров хресчен (фермер) хуçалăхне ку енĕпе тĕслĕх вырăнне илсе кăтартаймăн. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертỹçи П.Тремасов вĕсенче çак вăхăтчен туса çитереймен ĕçе шутлă кунсенче вĕçлеме хистесе каларĕ.

"АСК-Яльчики" ООО уй-хирĕсенче юлашки çулсенче кĕрхи культурăсене пысăк хăвăртлăхпа ĕçлекен "Туман" йышши хăватлă техникăпа усă курса минераллă удобренисемпе апатлантараççĕ. "Прогресс" акционерсен хупă обществинчи тата "Клевер" ОООри механизаторсем ыттисен тĕслĕхĕпе усă курса кăçал çакăн евĕрлĕ техникăна хăйсем тĕллĕн, пысăк тăкаксемсĕрех ăсталама пултарнă. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, инженерсемпе агрономсем вырăнсенчи Кулибинсен ĕçĕпе кăсăкланса паллашрĕç.

Черетлĕ çур акири ĕç планĕпе килĕшỹллĕн ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ял хуçалăх культурисене 38381 гектар, çав шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 20000 гектара яхăн акса хăвармалла. 1000 гектар пăрçа лаптăкĕ те çак шута кĕрет. Унсăр пуçне, 982 гектар çинче çĕр улми лартмалла, 640 гектарĕ - ял хуçалăх предприятийĕсен, 342 гектарĕ - хресчен (фермер) хуçалăхĕсен тỹпи. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин "иккĕмĕш çăкăра" чи лайăх вăрлăхсемпе усă курса акса хăварма кирлине палăртрĕ. Çакăн пек тусан анчах унран пысăк тухăç алла илме пулĕ.

Ял хуçалăх культурисене çу тăршшĕпех хỹтĕлемелле. Çак мероприятисем çинчен ỹсен-тăрансене хỹтĕлессипе ĕçлекен "Восток" ООО директорĕ Л.Смирнова тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Чăваш Республикинчи "Агро-Инноваци" хысна унитарлă предприяти представителĕ, ял хуçалăх наукисен докторĕ В.Мутиков профессор çĕр ĕç культурисене туса илессинче кирлĕ, усăллă сĕнỹсемпе паллаштарчĕ.

Светлана АРХИПОВА



"Елчĕк Ен"
02 апреля 2014
09:21
Поделиться