Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Район администрацийĕн хĕрĕсем - чи маттуррисем

Район администрацийĕн хĕрĕсем - чи маттуррисем

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне тата Культура çулталăкне халалланă районти вун виççĕмĕш культурăпа спорт фестивальне районти кашни ял тăрăхĕнчен хĕрарăмсем йышлăн пуçтарăнчĕç. "Улăп" спорт комплексăн кашни залĕ кĕрлесе тăчĕ. Тĕрлĕ енĕпе вăй виçсе хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç ĕçре кăна мар, спортпа канура та маттур пикесем.

Ăмăртăва кашни ял тăрăхĕн, тĕп библиотека çурчĕн, район администрацийĕн командисем хутшăнчĕç. Фестивалĕн иртнĕ çулхи çĕнтерỹçи - Елчĕкри тĕп больницăн коллективĕ, РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн хĕрĕсем кăçал уява хутшăнма ерçейменни кулянтарчĕ, паллах.

Культурăпа спорт фестивальне районти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Е.Михайлова уçрĕ. Унтан пухăннисене район пуçлăхĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый саламларĕç, ăмăртусенче ăнăçусем сунчĕç.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, йĕлтĕрпе чупасси Елчĕк шкулĕн стадионĕнче иртрĕ. 30 çула çитичченхи спорт тусĕсенчен чи маттурри Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Ермакова пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене А.Кругловăпа (Курнавăш) Н.Арбузова (Елчĕк) çĕнсе илчĕç.

40 çула çитичченхи хĕрсен те ăмăрту хĕрỹ пычĕ. Пĕрремĕш вырăнта районти ăста йĕлтĕрçĕ - Аслă Елчĕкри Л.Адюкова. Иккĕмĕш - Н.Головина (Кĕçĕн Таяпа). Виççĕмĕш вырăнта - Л.Львова( Шăмалак).

40 çулран аслăрах ушкăнри йĕлтĕрçĕсенчен пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене А.Михеева (Çирĕклĕ Шăхаль), Н.Васильева (Лаш Таяпа) тухрĕç. Е.Степанова (Тỹскел) - виççĕмĕш.

Йĕлтĕрçĕсен командисенчен пĕрремĕш вырăна Лаш Таяпасем тивĕçлипе çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Елчĕксемпе Курнавăшсем пайларĕç.

Хĕрарăмсем алă вăйне еплерех виçнине пăхма куракансем уйрăмах йышлăн пуçтарăннă. Чăннипех те хĕрỹ пычĕ ăмăрту. 65 килограма çитичченхи виçере районта Е.Портновăна (Аслă Пăла Тимеш) çитекенни çуках. Вăл армспортпа спорт мастерĕ пулнине пăхмасăр хĕрарăмсем унпа хавхаланса тупăшăва тухрĕç. Кĕçĕн Таяпари Н.Муллина иккĕмĕш вырăна тухнăшăн чунтан хĕпĕртени курăнчĕ. Кашни фестивальтех призлă вырăна çĕнсе илекен А.Павлова (Аслă Таяпа) хальхинче те виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ.

65 килограмран пысăкрах виçере тупăшакансен йышĕнче иртнĕ çулсенчи маттур та вăйлă пикесем сахал мар. Е.Безрученко (Тỹскел) пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕш - Р.Севастьянова (Курнавăш). Виççĕмĕш вырăна Н.Егоркина (Аслă Елчĕк) тивĕçлипе çĕнсе илчĕ.

"Улăп" спорт комплексĕ хута кайнăранпа хĕрарăмсен фестивалĕ унта иртет. Çавăнпа та виççĕмĕш çул хĕрарăмсем шывра ишес ăсталăхне те кăтартаççĕ. 30, 40 çула çитичченхи тата 40 çултан иртнĕ хĕрарăмсем хушшинчи тупăшура пĕрремĕш вырăнсене Аслă Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль, Кĕçĕн Таяпа, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене район администрацийĕн, Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсен хĕрĕсем йышăнчĕç.

Хĕрарăмсем дартс вăййине те кăмăллаççĕ. Тăрăм, Кĕçĕн Таяпа, Курнавăш ял тăрăхĕсен, район администрацийĕн командисем малти вырăнсене пайларĕç. Чи нумай очко пухаканнисем Тăрăмри П.Петровăпа В.Петрова тата Кавалти Л.Капламова пулчĕç.

"Хаваслă стартсем" вăйă хутшăнакансене кăна мар, куракансене те чĕрĕлĕх кĕртрĕ. Зал кĕрлесе тăрать, командăсене хавхалантаракансем хушшинче арçынсем йышлă пулни савăнтарать. Тĕрлĕ тупăшусенче вăй виçнĕ хыççăн чи çаврăнăçулли район администрацийĕн команди пулни палăрчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Елчĕк ял тăрăхĕн, виççĕмĕш вырăнта - Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн командисем.

Вăйлă та хитре ял хĕрарăмĕсем канат туртнине пăхма интереслĕ. Кашни командăри хĕрсем парăнасшăн мар. Çивĕч кĕрешỹре район администрацийĕн команди чи вăйли пулни курăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Елчĕксемпе Çирĕклĕ Шăхальсем.

Спортпа юрă юнашар тенĕрен кашни команда 7-шер минутлăх художество пултарулăх конкурсĕнче тупăшрĕ. Тỹскелсем çурхи уявсене халалланă çепĕç юрăсем шăрантарчĕç, Курнавăшсем анне çинчен юрласа сценка лартса пачĕç, Аслă Елчĕксем культура çулталăкĕнче уйрăмах культурăллă пулмаллине аса илтерчĕç, район администрацийĕнче ĕçлекенсем спортпа туслă пулнине юрласа та ĕнентерчĕç. Юрă-ташă конкурсĕнче район администрацийĕн команди чи мала тухрĕ.

Уявăн йĕркелỹ комитечĕ кашни фестивалех çĕнĕлĕхсем кĕртме, хĕрарăмсем спортри, юрă-ташăри пултарулăхне кăна мар, пур енлĕ талантне кăтартчăр тесе тăрăшать. Хальхинче пикесем винтовкăран мĕнле пенипе те кăсăкланчĕç. Çук, маххă памаççĕ районти хĕрарăмсем, алла винтовка тыттарсан епле кăна тĕллеççĕ... Ку енĕпе Аслă Таяпа пикисем пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Вĕсенчен кăшт çеç каярах очко пуçтаракансем Тăрăмсемпе Елчĕксем пулчĕç.

Кăçалхи тепĕр çĕнĕлĕх - Елчĕк хĕрарăмĕсем чăваш наци апачĕсене мĕнле хатĕрленипе интересленни. Кашни командăн сĕтелĕ тулăх та тулли. Пỹремĕч, хуран кукли, çăмарта хăпартни, тăвараланă çу, чăкăт, турăх... тата ытти тутлă çимĕçсене хатĕрленĕ ăста алăллă кил хуçи хĕрарăмĕсем. Курнавăшсен сăри кăпăкланса тăрать. Тараватлă кил хуçи хĕрарăмĕсем ăшă кăмăлпа хатĕрленĕ апачĕсене тутанса пăхма сĕнеççĕ. Кĕçĕн Таяпари Т.Зиновьева кашни çимĕçе мĕнле пĕçермелли рецептсене пурне те курăнмалла çырсах хунă. Жюри пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене район администрацийĕн командипе Тỹскелсем çĕнсе илнине палăртрĕ. Курнавăшсем - виççĕмĕш вырăнта.

Пĕтĕм тупăшу вĕçленнĕ хыççăн фестивале хутшăннисемпе хăнасем çĕнтерỹçĕ-команда кам пулнипе чăтăмсăррăн кăсăкланчĕç. Палăртма кăмăллă: кăçалхи çĕнтерỹçĕсем - район администрацийĕн туслă йышĕ. Вĕсем фестивалĕн куçса çỹрекен кубокне çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăнта - Елчĕк ял тăрăхĕн команди. Унăн чысне кăçал Тỹскелсем хỹтĕлерĕç. "Шуçăм" ушкăн юрлама кăна мар, спортра та харсăр пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн команди виççĕмĕш вырăна кăçал та алăран вĕçертмерĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин кашни тупăшури уйрăм çĕнтерỹçĕсемпе призерсене, командăсене дипломсемпе парнесем парса чыс турĕ. Районти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Е.Михайлова культурăпа спорт фестивальне ирттерме пулăшнă спонсорсене - "Стройэнергосервис", "Эмметево", "АСК-Яльчики" ОООсен, "Прогресс" АХОн, Елчĕкри техникăпа инвентаризаци бюровĕн, Елчĕкри çăкăр завочĕн, Елчĕкри пасарăн, "Промсервис" НПО АХОн, "ЭлектроНикС" салонăн ертỹçисене, О.Мисяков, В.Изратов уйрăм предпринимательсене, "Единая Россия" партин Елчĕкри уйрăмне чун-чĕререн тав турĕ.

Уяв пысăк хавхаланупа иртрĕ. Елчĕксем кăна мар, хуларан канмалли куна килнĕ хăнасем те тăван районта çакăн пек пысăк мероприяти курма май килнĕшĕн савăннине хыпарларĕç. Уяв вăрăма тăсăлчĕ, çапах вăхăт иртни сисĕнмерĕ. Фестивале хутшăннисем хушшинче ывăннине палăртакансем курăнмарĕç. Кашни команда, вĕсене хавхалантаракансем тулли кăмăлпа саланчĕç уявран. Тепре тĕл пуличчен тесе уйрăлчĕç командăсем. Фестиваль, аса илтеретпĕр, районта çул сиктерсе иртет.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ỹкерчĕксенче: уяв саманчĕсем.

 

 

 



"Елчĕк Ен"
12 марта 2014
10:32
Поделиться