Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Юсавлă техника шанчăклă

Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çỹрекен тата ытти тĕрлĕ тĕслĕ машинăсене тĕрĕслесе тăракан инспекцийĕ уй-хирти çурхи ĕçсене хутшăнакан тракторсемпе прицепсене 2014 çулхи нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнчи 48-од номерлĕ приказпа килĕшỹллĕн патшалăх техника тĕрĕслевĕ ирттерет. Унта тракторсемпе прицепсене юсавлă тытасси, патшалăх енчен регистрацилесси, киввисене шутран кăларасси тĕп вырăнта пулать.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче машинăсен документсем пуррине, патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухнине çирĕплетекен документ панăшăн укçа тỹленине (300 тенкĕ), машинăсем документсенче кăтартнипе пĕр килнине, машинăсен юсавлăхне палăртаççĕ.

Кашни техника хатĕрне тĕрĕслев витĕр кăларас умĕн регистраци докуменчĕсене йĕркене кĕртмелле. Машинăсем çинче авари палли, пушар сỹнтермелли хатĕр (огнетушитель), медаптечка пулмалла. Кашни механизатор медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла, срокран тухнă удостоверенисене улăштармалла.

2014 çулта районта тракторсемпе прицепсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалли вăхăта та палăртнă.

Тăрăм ял тăрăхĕпе: "Рассвет" ЯХПК - 31.03, "Урожай" ООО, "Знамя" ЯХПК, "Тихомиров Б.И." ХФХ - 15.04.

Курнавăш ял тăрăхĕпе: "Сатурн" ЯХПК - 1.04, "Нива" АФ" ООО, "Клевер" ООО - 2.04, "Колос" ЯХПК - 03.04, "Цветков Ю.Н." ХФХ - 18.04.

Лаш Таяпа ял тăрăхĕпе: "Свобода" ЯХПК, "Яманчурино" ООО - 14.04, "Бикуловсем" ХФХ - 15.04, "Родник" ЯХПК, "Яманчỹрелĕнчи сельхозхими" АУО - 17.04.

Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕпе: "Победа" ООО - 4.04, "Комбайн" ЯХПК - 5.04, "Кушкă" ЯХПК - 7.04, "Энтепе" ООО - 8.04, "Марс" ЯХПК - 9.04.

Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕпе: "Труд" ЯХПК - 11.04, "Эмметево" ООО - 12.04.

Елчĕк ял тăрăхĕпе: "Прогресс" АУО - 10.04, "Яльчикская ДПМК" ПК, "Чăвашьенкрахмал" ООО - 22.04.

Аслă Елчĕк ял тăрăхĕпе: Ленин ячĕллĕ ЯХПК, "Падуев В.П." ХФХ - 16.04.

Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕпе: "Петров А.В.", "Шадриков Ф.А.", "Севриков А.В.", "Головин Б.П." ХФХсем - 19.04.

Аслă Таяпа ял тăрăхĕпе: К.Маркс ячĕллĕ ЯХПК, "Аранчеево" ООО, "Смирнов В.П." ХФХ - 21.04.

Техника хатĕрĕ тытакан уйрăм çынсем патшалăх техника тĕрĕслевне ял хуçалăх предприятийĕсенче ирттернĕ чухне тухмалла.

А.СОЛОВЬЕВ,

патшалăхăн аслă инспекторĕ - патшалăх техника тĕрĕслевĕн районти инспекцийĕн ертỹçи.



"Елчĕк Ен"
12 марта 2014
10:25
Поделиться