Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Штраф пысăкланать

Нарăсăн 15-мĕшĕнчен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе чылай вăхăт усă курманшăн административлă яваплăха ỹстересси çинчен калакан федераци саккунĕ вăя кĕчĕ. Çĕр лаптăкĕ уйăрассипе, унпа усă курассипе, ăна харпăрлăха илессипе çыхăннă ыйтусем Раççей халăхĕшĕн яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ юлашки çулсенче вĕсене тĕрлĕ шайра сỹтсе яваççĕ. Шел те, нумай вырăнта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пушă выртать, удобрени хывманран пулăхне çухатать.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕр-шыври йывăр лару-тăрăва тишкерсе "Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккуна алă пусса çирĕплетнĕ. Ăна федерацин "Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен çаврăнăшĕ çинчен" саккунĕнче палăртнă вăхăт хушшинче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре ĕçе кĕртменшĕн административлă яваплăха ỹстерес тĕллевпе йышăннă.

Штраф виçи уйрăм çыншăн çĕр лаптăкĕн кадастр хакĕн 0,3-0,5 проценчĕ чухлĕ. Должноçри çыншăн çав виçене - 0,5-1,5, юридици сăпачĕшĕн 2-10 процент çирĕплетнĕ.

Мĕн пур категоришĕн чи пысăк штраф виçине те палăртнă. Вăл 500 пин тенкĕрен ытла пулмĕ. Республикăра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕн кадастр хакĕ вăтамран кашни гектар пуçне 36,3 пин тенкĕ тăрать.

Саккуна улшăну кĕртнĕ хыççăн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе тухăçлăрах усă курма пуçласса, ăна пусă çаврăнăшне кĕртессишĕн ытларах вăй хурасса шанатпăр. "Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çаврăнăшĕ çинчен" саккунпа килĕшỹллĕн лаптăкпа виçĕ çул тата ытларах ял хуçалăх производствинче е унпа çыхăннă ĕç-хĕлре усă курман харпăрлăхçăран туртса илме пултараççĕ. Лаптăкпа усă курманнине ĕнентерекен паллăсене Раççей Правительстви çирĕплетнĕ. Тĕрĕслевçĕсем виçĕ çула тата çĕрпе ытларах усă курман вăхăта лаптăкăн харпăрлăх правине панă кунран пуçласа шутлаççĕ.

Республикăра çĕр пуянлăхĕпе тухăçлăрах усă курма тĕллев лартнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура харпăрлăхри çĕрĕн пĕр пайне нумай çул пушă вырттарнине палăртрĕ. Çак ыйту федерацин ытти субъекчĕшĕн те çивĕч. "Çĕр хăйне пăхнине юратать", - терĕ Михаил Васильевич. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене виçĕ çулта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пайĕсене харпăрлăх правине парассипе çыхăннă ĕçсене вĕçлеме хушрĕ.

Çум курăк ашкăрнă çĕрсемпе усă курма пуçласан хыснана укçа ытларах хывăпăр, ăна социаллă ыйтусене татса пама ярăпăр.

Наталья ТИМОФЕЕВА,

ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ.



"Елчĕк Ен"
20 февраля 2014
08:22
Поделиться