Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вунă призер

Шкул ачисен Раççейри олимпиадисем - тĕрлĕ харпăрлăхри шкулсенче вĕренекенсем хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхмалли пĕр майсенчен пĕри. Кăрлачăн 13-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 8-мĕшĕччен 21 предметпа олимпиадăсем иртеççĕ. Районти шкулсенче вĕренекенсем хальлĕхе 13-шĕнпе олимпиадăна хутшăннă, призлă 10 вырăн çĕнсе илнĕ. Уйрăмах астрономи, биологи, право, физика енĕпе вĕсем чылай. Д.Кондратьев, В.Викторов, Д.Марков (Елчĕк шкулĕ) астрономи, А.Игнатьев, А.Павлов (Лаш Таяпа), М.Корнилов (Курнавăш), К.Галкина (Хăвăлçырма), Е.Кузьмина (Елчĕк) биологипе, А.Митрофанова (Çирĕклĕ Шăхаль) физикăпа, О.Антонова (Елчĕк) право енĕпе çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышĕнче.



"Елчĕк Ен"
05 февраля 2014
07:36
Поделиться