Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Хыпарсем 09.12.2013

«Руслайн» авикомпани хăй çине илнĕ яваплăха тивĕçлĕ пурнăçламанран, Шупашкартан Мускава вĕçекен самолет кăçал 8 хут рейса тухман, тĕп хуламăртан Питĕре çитерекен рейс та 8 хут вĕçмен. Самолетсем палăртнă вăхăтра рейса тухманни пирки паян Правительство çуртĕнче иртнĕ эрне пуçламăшĕнчи ларура сÿтсе яврĕç. «Çĕнĕ Çул тапхăрĕнче самолетсен расписанипе килĕшÿллĕн вĕçмелле, рейссене куçармалла мар. Çакăн пек лару-тăру сиксе тухсан пассажирсене маларах пĕлтермелле», _ палăртрĕ Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Тутарстан» авиакомпани Ĕпхÿпе Самарăна çитерекен рейссене çур çуллăх чарса лартнă. Çавăн пекех Шупашкарти аэропорт умĕнче 2 миллион тенкĕлĕх парăмра. «Парăм ÿссех пырать, пирĕн республика вара хăй çине илнĕ яваплăха туллин пурнăçлать. Билет хакĕсене чакарма субсиди парса тăрать», _ пĕлтерет Шупашкарти аэропортăн ертÿçи Александр Жирнов. «Тутарстан» авиокомпние çывăх вăхăтра хупма пултараççĕ. «Çав-çавах  регионсем хушшинчи рейссем çитес çул чарăнса лармаççĕ, вĕсене тепĕр авиокомпание шанса параççĕ», _ палăртать Александр Жирнов.



"Чаваш Ен"
10 декабря 2013
19:06
Поделиться