Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Мускавран Екатеринбурга – 8 сехетре "Знамя победы" Моргаушская районная газета

Мускавран Екатеринбурга – 8 сехетре "Знамя победы" Моргаушская районная газета

Пысăк хăвăртлăхпа çÿремелли чукун çул магистральне – ВСМ-2 – тумалли мегапроекта пурнăçа кĕртессин иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланчĕ. Раççейре ку енĕпе конкретлă утăмсем тунă ĕнтĕ: строительство ĕçĕсен тапхăрĕсене, проект институчĕсене палăртнă. Паян асăннă проекта унта хутшăнакан регионсен шайĕнче сÿтсе явма ĕç ушкăнĕсем йĕркелеççĕ, магистраль валли çĕр участокĕсене ансатрах мелпе уйăрмалли майсене пăхса тухаççĕ.

ВСМ-2 тĕрлĕ участокĕсен проекчĕсене «Мосгипротранс», «Ленгипротранс» тата «Уралгипротранс» хатĕрлеççĕ. Магистрале хута янă çĕрĕ патшалăх тата харпăр хăй бизнесĕ хутшăнаççĕ. Патшалăх енчен кусем вĕсем Раççей Федерацийĕн Правительстви, федерацин тата вырăнти ĕç тăвакан влаç органĕсем, уйрăм сектор участникĕсем – подряд организацийĕсем, куçса çÿрекен состав, мультимодаль вокзалĕсемпе стационар комплекĕсен операторĕсем, тĕрлĕ кредит учрежденийĕсем тата страхлакан компанисем.

Июлĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерствинче мегапроекта халăхпа сÿтсе явма пăхнă. Унта районсене интереслентерекен тĕп ыйтусене сÿтсе явĕç: проект йышăнăвĕсем, трассăпа юнашар вырнаçнă çуртсенче пурăнакансене хÿтĕлесси, строительство ĕçĕсем пынă чухне тата магистраль хута кайсан шăв-шава чакарасси, строительство площадкисене чикĕлесе хăрушсăрлăха тивĕçтересси. Хальхи вăхăтра асăннă проекта республикăри строительство ĕçĕсем пырса тивекен районсен шайĕнче сÿтсе яваççĕ. Вăл шута Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Шупашкар, Етĕрне районĕсем кĕреççĕ.

Мĕн-ха вăл ВСМ; Ку вăл – чукун çул магистралĕ. Ун тăрăх пуйăссем сехетре 250 километртан кая мар хăвăртлăхпа çÿреме пултараççĕ. Кун пек пуйăссем валли пысăк хăвăртлăхпа çÿремелли ятарлă магистральсем кирлĕ. Асăннă магистральпе ятарлă пуйăссем сехетре 350 – 400 километр хăвăртлăхпа çÿрĕç.

Хута яма палăртакан «Мускав – Хусан – Екатеринбург» чукун çул магистралĕ Раççей Федерацийĕн 11 субъекчĕн территорийĕпе иртет. Вĕсем: Мускав хули, Мускавпа Владимир тата Чул хулапа Свердловск облаçĕсем, Чăваш Республики, Мари Республики, Пушкăрт Республики, Удмурт Республики, Тутар Республики, Пермь крайĕ.

Мускав – Владимир – Чул хула – Хусан – Екатеринбург транспорт коридорĕ пур енĕпе те тивĕçтермелле. Магистраль çывăхĕнче 35 миллион ытла çын пурăнать, хулара пурăнакансен йышĕ (транспортпа вĕсем ытларах усă кураççĕ) 70 процент ытла, Раççейри вăтам кăтартусемпе танлаштарсан хуçалăх аталанăвĕн шайĕ пысăкрах, çынсен укçа тупăшĕ ÿссе пырать. Çывăхри ытти хуласенче пурăнакансене те ку транспортпа усă курма майсем туса пама пулать. Екатеринбург – Хусан – Чул хула – Владимир – Мускав маршрут 1620 километрпа танлашать. Атăлпа Сăр юхан шывĕсене шутламасан чукун çул трасси пĕчĕк тата вăтам 2356 юхан шыв урлă иртмелле. Пуйăса асăннă маршрутăн пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне çитме (станцисенчи чарăнусене те шута илсен) 8 сехете яхăн кăна вăхăт кирлĕ пулĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх асăннă транспортпа çуллен 10 миллионран тытăнса 13 миллион таран çын усă курĕ.

Асăннă проект пуçаруçисем – Сведловск облаçĕн тата Тутар Республикин Правительствисем. Хăйĕн тытăмĕпе ВСМ-2 регион транспорт системи пулса тăрĕ, юнашар регионсен хулисене çыхăнтарĕ.

ВСМ-2 проекта «Чукун çул транспортне 2030 çулчченхи тапхăрта аталантармалли стратегие» кĕртекен улшăнусен шутĕнче пăхса хунă.

Сăмах май Японире ВСМ пĕрремĕш проекчĕсене 1960-мĕш çулсенче пурнăçа кĕртме тытăннă, 2010 çул тĕлне Европăри тата Азири нумай çĕр-шывсен регион тата çĕр-шывсем хушшинчи çыхăну транспорчĕ пулса тăнă. Европăра 2010 çул тĕлне ВСМ линийĕсен вăрăмăшĕ 6 пин километра çитнĕ.

Чăваш Ен строительство тата çул-йĕр хуçалăх министерстви.

; ; ;

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн – капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин управленийĕн пуçлăхĕн Владимир НИКИТИНĂН комментарийĕ:

– Çавна каласа хăвармалла. Мегапроект туса хатĕрлекенсем унăн 3 вариантне сĕнеççĕ. Вĕсене кура республика территорийĕнче магистраль вăрăмăшĕ 119,2; 118,6 е 140,8 километр йышăнмалла (чи юрăхли 2-мĕш вариант тесе палăртаççĕ). Трасса пирĕн Муркаш районĕн территорийĕпе те иртĕ терĕмĕр. 1-мĕш вариантпа чукун çул зонинче Турай, Муркаш, Çатракасси, Кашмаш ялĕсем, 2-мĕш вариантпа (проектантсем çакна сĕнеççĕ) – Турай, Муркаш, Кашмаш ялĕсем, 3-мĕш вариантпа Мăн Токшик ялĕ пулаççĕ. Район территорийĕнче чукун çул тăршшĕ 26 километр ытла. Чукун çул трасси Муркаш юхан шывĕ урлă Шурча патĕнче тата Ункă юхан шывĕ урлă Шуркасси патĕнче каçать. 



25 июля 2013
17:05
Поделиться