Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇУТĂ ĔМĔТЛĔ ПАЛТИЕЛ КАЧЧИ

26 февраля 2006 г.

Редакци заданийĕпе районти çар комиссариатне кайсан, унта иккĕмĕш пай начальникĕн помощникĕ В.В.Денисовпа калаçса тăракан çỹллĕ те яштака пỹ-силлĕ, илемлĕ сăн-питлĕ курсанта асăрхарăм.

_ Çар училищисенче вĕренекен район çамрăкĕсем хĕллехи каникул отпускне таврăнчĕç, - терĕ Владимир Васильевич. _ Акă, вĕсенчен пĕри _ Палтиел йĕкĕчĕ Равиль Хакимов. Кăмăлăр пулсан ун пирки район хаçатĕнче те çырса кăтартма пултаратăр. Хăйĕн пурнăçĕн 25 çулне çар службине халалланă хисеплĕ çыннăн сĕнĕвне эпĕ хапăл тусах йышăнтăм, Равиле комиссариатăн актовăй залне кĕме ытрăм.

_ Равиль, лейтенант пакунĕсем сана пĕчĕкренех илĕртетчĕç-и? _ ыйтрăм эпĕ сăпайлă каччăран.

_ Çук, - терĕ вăл. _ Палтиелĕнчи вăтам шкулăн выпускной класĕнче вĕреннĕ вăхăтра пире районти çар комиссариатне, медицина комиссине чĕнтерсе илчĕç. Комиссариат работникĕ Владимир Васильевич Денисов выпускниксенчен кашнийĕнпех уйрăммăн тĕл пулчĕ, çар профессийĕ пирĕн çĕршывра чи сумлисенчен пĕри пулнине ăнлантарчĕ, çар училищисене кĕмелли условисемпе паллаштарчĕ. Ульяновскри Серго Орджоникидзе ячĕллĕ инженер-связистсем вĕрентсе хатĕрлекен аслă çар училищи мана питĕ интереслентерсе ячĕ. Манра самантрах çар офицерĕ пулас ĕмĕт çуралчĕ.

 Равиль киле çитсенех хăй çар инженерне вĕренме каясси пирки пĕлтернĕ. Ашшĕ, ялта тренерта ĕçлекен Ферхат Гарафетдинович, тата амăшĕ, вырăнти шкулта истори учителĕ пулса вăй хуракан Сания Касымовна, ывăлĕн шухăшне ырласа йышăннă. 2004 çулта вăтам шкула "4" тата "5" паллăсемпе пĕтерсен Равиль тỹрех Ульяновскри çар училищине çул тытнă. Пысăк конкурс витĕр тухса _ пĕр вырăншăн 8 çамрăк кĕрешнĕ _ Палтиел каччи курсант пулса тăнă.

Хальхи вăхăтра Равиль иккĕмĕш курсра вĕренет ĕнтĕ. Пĕтĕмĕшле предметсемпе те, çар дисциплинисемпе те "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Шкулти пекех, училищĕре те тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене активлă хутшăнать.

_ Кăçал вăтам шкул пĕтерсе çар училищисене кĕме ĕмĕтленекен яшсене эсĕ мĕн сĕннĕ пулăттăн? _ ыйтрăм эпĕ курсантран.

_ Шкулта лайăх вĕренсе пымалла, спортпа туслă пурăнмалла, - хуравларĕ Равиль. _ Сăмахран, пирĕн училищĕне вĕренме кĕрес тесен, вырăс чĕлхипе тата литературипе сочинени элеменчĕсемлĕ изложени, математикăпа тĕрĕслев ĕçĕ çырмалла, физикăпа сăмахпа каласа экзамен тытмалла. Кунсăр пуçне, 100 тата 3000 метрлă дистанцисене чупмалла, турник çинче алă вăйĕпе 7-9 хутчен çĕкленмелле. Хăш-пĕр выпусниксен математикăпа тата физикăпа вĕренỹ кирлĕ пек пыраймасть. Çар офицерĕ пулма ĕмĕтленекен яшсен кун пек чухне те пăшăрханма кирлĕ мар _ вĕсен гуманитарлă предметсемпе кăна экзаменсем тытмалли çар училищисемпе институтчĕсене кĕме тăрăшмалла.

Вĕренỹре малашне те лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыма, спортра курăмлă результатсем кăтартма ăнăçу сунатпăр сана, Равиль. Лейтенант çăлтăрĕсем патнелле илсе каякан çулу яланах такăр пултăр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 Отдел организационной работы администрации Шемуршинского района Чувашской Республики 

Система управления контентом
429170, с.Шемурша, ул.Советская, д.8
Телефон: 8(83546) 2-32-48
Факс: 8(83546) 2-39-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика