Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Йĕлтĕр вăрмана ăмăртăва чĕнет

ИРТНĔ вырсарникун районта шкул ачисем хушшинче йĕлтĕрпе чупакансен ăмăртăвĕ пулса иртрĕ. Унта, васансемсĕр пуçне, районти кашни шкултанах йĕлтĕрçĕсем активлă хутшăнчĕç. 

2005 çулта е унран та çамрăкрах ачасем хушшинче В.Хрисанова (Анат Чаткас) тата К.Кудряшов (Шăмăршă) çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. К.Степанов, Н.Нянин (иккĕшĕ те Анат Чаткасран), А.Шарапова (Шăмăршă), К.Степанова (Карапай Шăмăршă) призер Дипломне тивĕçрĕç.

2003-2004 çулсенче çуралнисем хушшинче В.Егоровпа А.Ефимована (Шăмăршă) çитекенсем пулмарĕç. А.Полякова (Карапай Шăмăршă), И.Николаев (Анат Чаткас), Д.Гадиев, Е.Мердеева (Шăмăршă) иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. 2001-2002 çулсенче çуралнă йĕлтĕрçĕсем те питĕ çивĕч чупрĕç. Кунта пĕрремĕшсем И.Егорова (Шăмăршă) тата К.Степанов (Карапай Шăмăршă) пулчĕç. Н.Юманова (Пăчăрлă Пашьел), А.Лукианова (Анат Чаткас), Д.Павловпа С.Семенов (Шăмăршă) призлă вырăнсемпе çырлахрĕç. 

 Чи аслă çулсенчи шкул ачисем хушшинче чи хăвăрт чупакансем – В.Удина (Шăмăршă) тата Д.Ермолаев (Карапай Шăмăршă). Вĕсем хыççăн çил пек ыткăнса М.Ефимов (Шăмăршă) çитрĕ. Ытти призлă вырăнсене пурне те Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем йышăнчĕç: Д.Макарова, А.Денисов, С.Шомполова. Шкулсем хушшинче чи нумай балл пуçтарса Шăмăршăри вăтам шкул мала тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Карапай Шăмăршăри вăтам, виççĕмĕш вырăнта - Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем. Çамрăк йĕлтĕрçĕсене çитес ăмăртăва Шăмăршăри хыр вăрманне февралĕн 9-мĕшĕнче кĕтетпĕр. Илемлĕ хĕл кунĕсенче пурте йĕлтĕр çине тăма васкăр! 



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 января 2017
15:01
Поделиться