Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шупашкартан - Дипломсемпе

ЙĂЛАНА кĕнĕ тăрăх, декабрĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарта Çар мухтавĕн кунне халалласа «Кадетсен «Георги балĕ» ташă конкурсĕ иртнĕ. 

Унта Канаш, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен тата республикăн 8 районĕнчен килнĕ кадет класĕсем бал ташшисене ташлас ăсталăхне кăтартнă.

Асăннă конкурс республикăра кăçалхипе 10-мĕш хут иртнĕ. Унта ачасем конкурсăн тĕрлĕ номинацийĕсене хутшăннă, малти вырăнсемшĕн ушкăнпа та, уйрăммăн та тупăшнă. 

Бал ташшисен конкурсĕнче район чысне Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен 2 кадет класĕ хỹтĕленĕ, иккĕшĕ те лауреат ята тивĕçнĕ. Кадетсем 9-мĕш класра вĕренекенсен хушшинче _ виççĕмĕш, 11-мĕшсен хушшинче _ иккĕмĕш вырăн йышăннă. 

Çавăн пекех «Прима тата бал Премьерĕ» номинацире Арина Яковлевапа Сергей Еремеев иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă. Çакнашкал çитĕнỹсем патне вĕсене В.Кузьмина хореограф ертсе пырать. Саламлатпăр, татах та çĕнĕ çитĕнỹсем сунатпăр! 



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 декабря 2016
10:34
Поделиться