Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Искусство шкулĕнче яланах интереслĕ

ШĂМĂРШĂРИ искусство шкулĕнче те вĕренỹ çулĕ пуçланчĕ. Кăçал кунта 53 ача пуçласа хăйĕн пултарулăхне аталантарма тытăнчĕ: 23-шĕ _ музыка, 30-шĕ сăнарлă искусство уйрăмĕнче. Вĕсем виçĕ çул хушши вĕренсе илемлĕ искусство тĕнчипе паллашĕç.

 Пĕрремĕш класа килнисем валли çак шкулта вĕренме пуçланă ятпа чаплă уяв йĕркелесе ирттерчĕç. Çамрăк музыкçăсемпе художниксене кунта яланах чаплăн, асра юлмалла кĕтсе илеççĕ. Ачасен вара тĕрĕслев витĕр тухма тивет _ тупмалли юмахсем пĕлесси, сăвăсем пăхмасăр каласси, ỹкерсе кăтартасси. Тĕрĕслев витĕр тухнă ачасене медаль парса хавхалантарчĕç. Çакăн хыççăн искусство шкулĕн пĕрремĕш класс ачисем янăравлă сасăпа хавассăн тупасăмахĕсене каларĕç. 

Çак кунсенче искусство шкулĕнче Кĕрхи бал пулса иртрĕ. Кунта ачасене савăнтаракан, тĕлĕнтерекен самантсем пайтах пулчĕç. Сăмахран, ачасем хăйсен аллипе ăсталанă курав, çулçăран тата туратсенчен ăсталанă композицисем, çырларан тунă шкатулкăсем тата темтепĕр... Чи капăр та тĕлĕнтермĕш композицисем кунта М.Евграфован, А.Ларшникован, А.Макарован, И.Кондратьевăн, Е.Александрован, В.Чернован пулчĕç. Ăçтан шутласа тупаççĕ пуль?

 Кĕркунне тĕрлĕрен апат-çимĕçпе те пуян. Çакна ачасем хатĕрленĕ блюдăсем кăтартса пачĕç. В.Погашова, М.Ефимова, В.Убасева, С.Ивашина, А.Фомина тата К,Филиппова ку енĕпе чăн-чăн кулинарсем пулни курăнчĕ. 

Кĕр балĕнче «Чи илемлĕ костюм» номинацире В.Погашова, И.Гордеев, Ф.Ревунов, М.Ефимова, И.Кондратьев, А.Макарова палăрчĕç. 

Уявра ачасем илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, ташларĕç, хаваслă ỹкерчĕксем турĕç, тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса савăнчĕç. Кĕрхи бал пурне те килĕшрĕ, хавас кăмăл парнелерĕ. 



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 октября 2016
13:31
Поделиться