Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Асăрхануллă пулмалла

ПЫТАРМАЛЛИ çук: ачасем çул-йĕр аварийĕсене çакланнă тĕслĕхсем те çук мар. Кунта пĕчĕк ачасене машинăра ятарлă креслосемпе илсе çỹремеллине те шута илмелле. Хăрушсăрлăха, çул-йĕр правилисене пăхăнасси пирки районти ГИБДД уйрăмĕ Шăмăршăри «Сказка» ача садĕнче ятарлă вĕренỹ ирттернĕ. Ачасем те унта пысăк хаваспах хутшăннă. Хăрушсăрлăх акцийĕ сентябрĕн 11-мĕшĕччен тăсăлать. Ача садĕнчи аслă ỹсĕмрисем çул-йĕр инспекторĕсемпе урама тухса «Ача _ тĕп пассажир» профилактика мероприятине хутшăннă. Вĕсем çакна курса ĕненнĕ: ачасене машинăра ятарлă креслосемпе илсе çỹрени инкекре вĕсен пурнăçне çăлса хăварма пулăшать. Çакăн пирки ачасем водительсене асăрхаттару хучĕсем панă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 сентября 2016
09:09
Поделиться