Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Уяв асра юлчĕ

ПАНУЛМИ Сăпасĕн кунĕнче Кивĕ Чукал ял администрацийĕ ял уявĕ йĕркелесе ирттерчĕ.

Уява чăваш наци тумĕ тăхăннă хĕрсен вăйă карти пуçларĕ. Асаннесемпе кукамайсем çамрăк чухне вылянă вăйăсене те манман-ха кивĕчукалсем – вĕсем те çак кун тепĕр хут куç умне тухрĕç.

Пухăннисене пурне те уяв ячĕпе ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.Чамеев ăшшăн саламларĕ, кĕскен ял историйĕпе паллаштарчĕ, малашнехи плансем çинче те чарăнса тăчĕ. Вăл çавăн пекех «Пысăк культурăллă, тĕслĕхлĕ кил-çурт» номинацире çĕнтернĕ çемьесене _ М.Малеев, И.Савельев, О.Борзова, Ф.Карзанов, С.Лубошнов тата Н.Карзанов кил-çурчĕсем тивĕçнĕ _ Хисеп грамоти парса чысларĕ. Çак çемьесем ачисене тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларас енĕпе те ял-йышра хисепре.

 Мĕнлерех пулнă-ши иртнĕ ĕмĕрсеннче Кивĕ Чукал ялĕ? Ăçтан пуçланса кайнă? Çак ыйтусене педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Кивĕ Чукал ялĕн гербĕпе ялавĕн авторĕсенчен пĕри А.Малеева уçса пачĕ, ял халăхне тăван ен аваллăхĕ çинчен материал пухма чĕнсе каларĕ.

Малалла ял уявне пултарулăх ушкăнĕсем тăсрĕç. Кăçалхи уява пĕтĕмпех урамсем хушшинчи ăмăрту майлă йĕркеленĕ, çавăнпа та кашни урам тĕрлĕ апат-çимĕçпе сĕтел пуçтарнă. Спорт енĕпе те _ кире пуканĕ йăтассипе, теннисла выляссипе _ урампа урам тупăшрĕ. Чи интересли кунта, паллах, вĕрен туртасси пулчĕ.

Апат-çимĕç хатĕрлессипе, спортри хастарлăхпа тата конкурссен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Комсомол урамĕнче пурăнакансем пуринчен те пултаруллă пулни палăрчĕ. Партизанская, Советская, Пионерская, Ленин, Сосновка урамĕсенче пурăнакансем те уявра маттур пулчĕç.

Хаваслă, интереслĕ иртрĕ ял уявĕ Кивĕ Чукалта. Уйрăмах ача-пăча батут çинче сиксе савăнчĕ. Ял халăхĕ çакăн пек чаплă уяв йĕркеленĕшĕн ял администрацине, юрă-ташă ăстисене, укçа-тенкĕпе пулăшнă А.Чамеев предпринимателе чĕререн тав турĕ.

Т.ЧАМЕЕВА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 августа 2016
10:39
Поделиться