Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кĕраки пырать хĕрсех

РАЙОНТИ хуçалăхсенче кĕраки хĕрсех пырать. Чукал тăрăхĕнчи çĕрсене арендăна илнĕ «АгроТрансПорт» ОООра 835 гектар çинче «скипетр» сорт кĕрхи тулă акма палăртнă. Вăрлăх çителĕклĕ, акана мине- рал удобренийĕпе туллин усă курса ирттереççĕ. «Скипетр» _ çемçе йышши тулă, Атăл-Вятка тăрăхĕнче кашни гектартан 80 центнер, Хура тăпраллă Тĕп зонăра 90 центнер ытла тухăç панипе палăрнă. Кăçал районти хуçалăхсенче кĕр тырисене виçĕ пин гектартанкая мар акса хăварма палăртнă. Пур çĕрте те вăрлăх çителĕклĕ, çĕр хатĕр. Ака ĕçĕсене лайăх пахалăхпа ирттересчĕ. Кĕр тыррисене акнипе пĕрлех, выльăх апачлĕх культурăсене те хальтерех пуçтарса кĕртмелле.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 августа 2016
13:51
Поделиться