Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пултаруллă вĕрентекенсем

ВĔРЕНТỸРЕ ĕçлекенсем кăçал республикăра çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăваççĕ. Тĕрлĕ професси конкурсĕсенче тупăшса икĕ педагог _ Шăмăршăри вăтам шкулта ĕçлекен Л.Николаева психологпа Е.Убасева класс руководителĕ _ финала тухса призер пулса тăчĕç. Апрелĕн 26-мĕшĕнче вĕсене Шупашкарти Çамрăксен пултарулăх Керменĕнче Дипломпа тата асăнмалăх парнепе чысланă. Социаллă педагогсен конкурсне те çак кун пĕтĕмлетнĕ. Унта асăннă шкултан район чысне хỹтĕлесе Ирина Ревунова хутшăннă, тĕрлĕ конкурссенче ăста, пуян опытлă педагог пулнине çирĕплетнĕ. Конкурса пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă паллă пулнă: Ирина Валерьевна _ республикăри чи лайăх социаллă педагог! Вăл çĕнтерỹçĕ парнипе Диплома Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн аллинчен илме тивĕç пулнă. Паллах, çак çитĕнỹ ахаль пулмасть. Вăл хăйĕн ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркелеме пĕлни, яваплăха туйса ĕçлени куçкĕрет. Эпир те пултаруллă педагога ăшшăн саламлатпăр!



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 апреля 2016
10:28
Поделиться