Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Никам та пулăшусăр юлмĕ

ХАЛĂХА ĕçпе тивĕçтерекен центр уçăлни нумаях мар пек те _ унтанпа чĕрĕк ĕмĕр _ 25 çул çитрĕ. Ăна Чăваш Республикин Министрсен Канашĕн йышăнăвĕпе йĕркеленĕ. Çак хушăра вăл хăйĕн ятне сахал мар улăштарнă. Халĕ вăл _ Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă аталану министерствин Шăмăршă районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр шутланать.

Центр хăйĕн ĕçне район администрацийĕнчи икĕ пỹлĕмрен пуçланă. Компьютерсем те пулман малтанласа _ пичетлекен машинкăсемпе усă курма тивнĕ. Халĕ вара пирĕн ĕç чылай лайăхланчĕ – пур услови те çителĕклĕ. Малтанласа кунта икĕ çын çеç ĕçленĕ пулсан, паян – саккăрăн. Коллективра _ хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен специалистсем. Вĕсенчен нумайăшĕ тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн тĕп тĕллевĕ мĕнре-ха? Пĕрремĕшĕ _ çынсене ĕç тупма пулăшасси, ĕç вакансийĕсен ярмăрккисене йĕркелесси.

Çавăн пекех ỹынсене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе, професси илме вĕренме пулăшас тĕллевпе ориентаци пулăшăвĕ парасси. Центр граждансене психологи, çĕнĕ профессии иле сенĕпе те пысăк пулăшу парать. Ĕçсĕр çын пулăшусăр юлмасть _ кашниех социаллă пособи илет.

Центр 14-18 çулсенчи çамрăксене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерес енĕпе те ĕçлет. Тĕрлĕ вĕренỹ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухнă 18-20 çулсенчи ĕçсĕр çамрăксем те тимлĕхре. Эпир харпăр хăй ĕçне пуçарса ярас текенсене те пулăшма хатĕр.

Халĕччен пирĕн пата пулăшу ыйтма килнĕ çынсем сахал мар. Вĕсен ыйтăвĕсене май килнĕ таран тивĕçтерме тăрăшнă, килĕшекен ĕç тупма пулăшнă.

Юлашки пилĕк çулта çеç, сăмахран, районти предприятисемпе организацисем халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра 6693 ваканси пурри пирки пĕлтернĕ. Çак хушăра пирĕн пата 4409 çын ĕç тупма пулăшу ыйтма килнĕ, 3952 çынна ĕçпе тивĕçтерме май килнĕ, 165 çынна вĕренме янă, 3156 çын профориентаци çăмăллăхĕ илнĕ, çул çитмен 2099 çамрăка вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме май тупнă. Ку хушăра 84 çын харпăр хăй ĕçне йĕркелесе янă.

Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 34 ĕçсĕр çынна регистрациленĕ. Вакансире халĕ 106 ĕç вырăнĕ шутланать. Ĕçсĕр тесе йышăннă çынсене центр тỹлевсĕр пулăшу парать.

Çакна та калас пулать: пирĕн районта ĕçсĕрлĕх шайĕ республикăринчен пĕчĕкрех.

С.КУЗЬМИН, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертỹçи.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 апреля 2016
09:51
Поделиться