Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тĕнчипе паллă ăсчах

АХ, мĕнма-ши çăмăл мар хăв чунтан юратнă, тĕпсĕр йĕмпе çỹренĕ вăхăтран пуçласа çитĕнсе çитиччен хаклă, тăван пек хисепленĕ юлташсем тĕлĕшпе иртнĕ вăхăтпа çырма?

Эпир унпа пĕр çулта, пĕр уйăхра çуралнă. Хушшăмăрсем те _ икĕ эрне анчах. Тата пĕр урамра, кил урлă çеç пурăнаттăмăр. Çавна май кашни куна пĕрле ирттернĕ, 7 класс пĕтериччен кунсерен (малтан Асанкассинчи, унтан кỹршĕри Пăчăрлă Пашьелĕнчи шкулсенче) пĕлỹ пухма чупнă.

Пурăннă пулсан вăл паян шăп та лăп 80 çул тултармаллаччĕ. Ку çултисем паян кун та самаях пурăнаççĕ-ха Асанкассинче. Шел, хисеплĕ юлташăм, хаклă кỹршĕм 2006 çулта пирĕнтен сарăмсăр уйрăлса кайрĕ. Сăмахăм тĕнчипе паллă зоолог-энтомолог _ Раççей Наукисен Академийĕн (РАН) Зоологи институчĕн тĕп наука сотрудникĕ, биологи наукисен докторĕ Михаил Алексеевич Козлов профессор пирки пырать.

Пирĕн вăхăтра çичĕ класс вĕренни тулли мар вăтам шкул пĕтернипе танлашнă. Çавна май 7 класс хыççăн вĕренекен хăй суйласа илнĕ кирек мĕнле училищĕне те, техникума та вĕренме кĕме пултарнă. Миша Козлов Патăрьелĕнчи педагогика техникумне çул тытрĕ. Ăна лайăх паллăсемпе анчах вĕçлесен пĕлĕвне Шупашкарти пединститутра ỹстерме шут тытрĕ.

Биологи ăсталăхне алла илме килнĕ çамрăк каникул вăхăтĕнче Ленинградри зоологи институтне тупнă. Кунта ăна Казахстанри комплекслă биологи экспедицине хутшăнма сĕннĕ. Пĕлỹлĕхе ỹстерме ĕмĕтленекен студента институт специалисчĕсем Шупашкартан Ленинградри университета вĕренме куçмашкăн май пурри, вара, вĕренсе тухсанах, çак пĕлỹ паракан çĕрех ĕçлеме вырнаçтарасси çинчен пĕлтернĕ.

М.А.Козлов 1962 çулта Ленинград университечĕн биологипе тăпра факультечĕн энтомологи (зоологин хурт-кăпшанкăпа ĕçлекен уйрăм пайĕ) кафедринчен ăнăçлă вĕренсе тухнă та, ăна çийĕнчех Зоологи интитучĕн штатне илнĕ. Музей экскурсовочĕ пулса ĕçлеме шаннă.

1967 çулта, кандидат диссертацине хỹтĕленĕ хыççăн, вăл хурт-кăпшанкă ушкăнлакан (систематика насекомых) лабораторире ĕçлеме тытăнать. 1983 çулта Михаил Алексеевич доктор диссертацине ăнăçлă хỹтĕлет. 1991 çулта ентешĕмĕре профессор званине параççĕ. 1992 çулта М.А.Козлова Чăваш Республикин Наука академи членне суйланă, çав вăхăтрах Чăваш Ен академийĕн тава тивĕçлĕ деятелĕн ятне панă.

М.А.Козловăн ячĕ хамăр çĕршывра çеç мар, чикĕ леш енче те паллă. Вăл пĕтĕм пурнăçне хурт-кăпшанка тĕпчес ĕçпе çыхăнтарнă, проктотрупоидсене (пысăкрах хурт-кăпшанкă çăмартисемпе тăранса пурăнакан вĕтĕ кăпшанкăсем) тĕпченĕ. Çурхах евĕрлĕ çунатлă вĕтĕ хурт е кăпшанкăсен анлă йышĕсене ушкăнлас тĕлĕшпе ĕçленĕ тĕнчери пысăк специалист пулнă. Вăхăтран вăхăта вĕçсе килекен проктотрупоидлă хурт-кăпшанкăна пĕлсе системăланин нумай енĕсемпе ял тата вăрман хуçалăхĕсенче сăтăр тăвакан сиенçĕсемпе биологи меслечĕсемпе кĕрешнĕ çĕрте усă кураççĕ.

Ăсчах проктотрупоидсен классификацийĕпе, филогенийĕпе, эволюцийĕпе, палеонтологийĕпе, зоонеографийĕ енĕпе никĕс хывакан ĕçсем çырса хатĕрленĕ. С.В.Коноваловпа пĕрле Палеарктика фаунин (чĕрчунсен тĕнчин) 3 томлă определительне пичетлесе кăларнă (1983, 1990, 2002 çулсенче). Каярахпа тата 2 том хатĕрлесе çитернĕ. Кунсăр пуçне 2000 çулта Ле Суан Гуэпе пĕрле «Вьетнам фауни» серипе монографи пичетленĕ. М.А.Козлов СССРăн Хĕвелтухăçĕнче тĕл пулакан çурхах çунатлă мĕнпур йышши хурт-кăпшанкă определителĕн «Определитель пресноводных перепончатокрылых России» кĕнекен проктотпрупоидлă хурт-кăпшанкăсем çинчен çырнă пайĕсен авторĕ те. Михаил Алексеевич халь тĕл пулакан тата вилсе пĕтнĕ проктотрупоидлă хурт-кăпшанкăн 4 çĕнĕ йышĕ, 20 ытла çĕнĕ трибсем, 10 яхăн çĕнĕ йăхĕ тата 600 яхăн çĕнĕ енĕсем çинчен çырса кăтартнă.

М.А.Козлов хурт-кăпшанкăна Казахстанра, Вăтам Азире, Çĕпĕрте, Инçет Хĕвелтухăçĕнче, Иранра, Кăнтăр Корейăра тата Монголире пуçтарнă. Пĕр хут кăна мар Совет Союзĕпе Монголин комплекслă биологи экспедицийĕн энтомологи отрядне ертсе пынă. Вăл ăслăлăх кадрĕсем (çав шутра ют çĕршыв çыннисене те) хатĕрлес ĕçе активлă хутшăннă. М.Козлов ертсе пынипе 6 çын наука кандидачĕн, пĕр çын наука докторĕн диссертацине хỹтĕленĕ.

Наука ĕçне пурнăçласа пынипе пĕрлех ентешĕмĕр çутĕç тата зоологипе биологие пĕтĕмĕшле сарас ĕçе хутшăннă. Вăл редакциленипе 1989 çултанпа 7-8 классенче вĕренекенсем валли «Биология. Животные» учебник пичетленсе пынă. Ку кĕнекене малтан институт ĕçченĕсемпе пĕрле çырса хатĕрленĕ. Кайран ăна М.А.Козлов тĕпрен çĕнетсе пичетлесе кăларнă. Çĕршыври миллионшар çын ун тăрăх зоологи пĕлĕвĕ илнĕ. Вăл (В.Р.Дальникпа пĕрле) 2 томлă темиçе пайлă зоологи учебникĕ, чĕрчунсен тĕрлĕ ушкăнĕсем енĕпе шкул атласĕсем тата вĕренỹ пособийĕсен серийĕсене хатĕрлесе пичетленĕ. 2000 çулта М.Козлов «Живой мир» биологи энциклопедийĕ, 4 томлă «Мир животных» (И.Оличерпа пĕрле) хатĕрленĕ. Пĕтĕмĕшпе вара унăн 340 ĕçĕ пичетленсе тухнă.

Музейре экскурсоводра ĕçленĕ çулсенче М.Козлов хăйĕн шкулти учителĕпе Нинбургпа çывăх туслашать. Вара вĕсем иккĕшĕ пĕрле шкул ачисем валли 1971 çулта «Ваша коллекция» вĕренỹ пособийĕ пичетлесе кăлараççĕ. 1976 çулта Шупашкарта «Соты жизни» кĕнеки кун çути курать. 1980 çулта çавăнтах малтанхи кĕнекин тăсăмĕ «Кольцо жизни» пичетленет. 1991 çулта «Не просто букашки» пичетрен тухать. Юлашкинчен, 1998 çулта, Мускавра çак виçĕ ĕçе пĕрлештернĕ «Кольцо жизни» кĕнекене кун çути параççĕ. М.А.Козлов тĕлĕнмелле нумай ĕçлеме пултаракан ăсчах тата çыравçă пулнă. Çакă паян пичетленекен статьяран та курăнать. 

Вас.ЧУРАКОВ, пичет ветеранĕ, Шăмăршă ялĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 апреля 2016
08:51
Поделиться