Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Юсавсăр техника инкек ан кăтарттăр

ÇУРХИ ака-суха ĕçĕсем пуçланиччен патшалăх техника тĕрĕслевĕн инспекцийĕ районти тĕрлĕ харпăрлăхри, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи тата уйрăм çынсен техникине юсавлăх тĕлĕшĕнчен тĕрĕслесех тăрать.Çак шута промышленноç предприятийĕсен техника хатĕрĕсем те кĕреççĕ. Техника тĕрĕслевĕн малтанхи тапхăрĕ предприятисемпе организацинче иртрĕ. Нумаях пулмасть _ Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче. Ку тăрăхра 43 единица тĕрлĕ техника хатĕрĕ шутланса тăрать, 14-шĕ _ хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче. Тĕрĕслеве 24 тракторпа прицепа тăратнă. Вĕсенчен çирĕммĕшĕ тĕрĕслев витĕр тухса ятарлă свидетельство илнĕ. Тăваттăшĕ пирки вара ун пек калаймăн. Сăлтавĕ _ патшалăх пошлинине тỹлеменни. Юсавсăр техникăна ĕçе хутăштарма юрамасть. Çакна пур çĕрте те асра тытасчĕ.

В.МАТВЕЕВ, техника тĕрĕслевĕн патшалăх инспекцийĕн районти аслă инспекторĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 апреля 2016
08:26
Поделиться