Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Василий Кошкин ячĕ те пур

"Чăваш Республикин Президенчĕн библиотеки" сери çĕнĕ кĕнекепе пуянланчĕ. Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче 11-мĕш том - "Ял хуçалăх ĕçченĕсем" кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Кĕнекере республикăри ял хуçалăхĕнче чапа тухнă çынсем çинчен çырнă 32 очерк пичетленнĕ. Мухтавлă çынсен йышĕнче пирĕн районти Виçпỹрт Шăмăршăра çуралса ỹснĕ, нумай çул хушши колхоз председателĕнче ĕçленĕ В.П.Кошкин та пур. Кĕнекене лайăх илемлетнĕ. Изданин наука редакторĕ - ял хуçалăх наукисен докторĕ А.И.Кузнецов профессор, редактор-йĕркелỹçи - В.Н.Алексеев. Тиражĕ - 1800 экземпляр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 октября 2014
23:31
Поделиться