Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хамăрăн продукцие туянар

Халăха хамăр районтах ỹстерсе çитĕнтернĕ е туса илнĕ паха продукципе тивĕçтерес, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене, ял хуçалăх предприятийĕсене, килти хушма хуçалăхсене кăçалхи тухăçа вырнаçтарма пулăшас тĕллевпе Шăмăршăри Карл Маркс урамĕнче, "Светлана" лавккапа юнашар, суту-илỹ площадки йĕркеленĕ. Вăл кашни кунах ĕçлет (юн кун - "Шăмăршă пасарĕ" ООО территорийĕнче). Суту-илỹ прощадкисенче эсир çĕрулми, купăста, кишĕр, чĕкĕнтĕр, сухан, пыл, кăмпа, ял хуçалăхĕн ытти йышши продукцийĕсене сутма-туянма пултаратăр. Суту-илỹ вырăнĕсем - тỹлевсĕр. 

Э.ЖАМКОВА, район администрацийĕн экономика пайĕн ертỹçи.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 сентября 2014
09:52
Поделиться