Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Михаил Игнатьева тав тунă

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен министрĕн çумĕнчен Виктор Кирьяновран Тав çырăвĕ килсе çитнĕ. "Июлĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 28-мĕшĕччен Мускавра Пĕтĕм Раççейри çамрăк инспекторсен "Хăрушсăрлăх кустăрми" конкурс пулса иртрĕ. Чăваш Енри çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсем унта лайăх енĕпе палăрчĕç, чи лайăххисен шутне кĕме пултарчĕç", - тенĕ унта. "Хăрушсăрлăх кустăрми" конкурс çул-йĕр инкекĕсене сирсе ярас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланать, ача-пăча инкеке лекессине сирсе яма май парать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
03 сентября 2014
16:09
Поделиться