Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чĕре ăшшине - ачасемшĕн

"Манра мĕн лайăххи пур - эпĕ пурне те аннерен тата аппаран илнĕ. Аппа - Екатерина Николаевна - çав тери уçă кăмăллă, ăслă, чун ăшшилллĕ çын. Анне çĕре кĕнĕ хыççăн вăл маншăн пурнăç çăлтăрĕ пулса тăчĕ. Валерий ЯКОВЛЕВ, СССР халăх артисчĕ".

Екатерина Николаевна Хомжукова (Яковлева) 1934 çулхи августăн 25-мĕшĕнче Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Ялти 7 класлă шкула ăнăçлă пĕтерсен Шăмăршăри вăтам шкула кайса кĕнĕ. 1951 çулта унтан пур предметпа та "питĕ лайăх" паллăсемпе вĕренсе тухать. Мĕн ачаран учитель пулма ĕмĕтленнĕскер, Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕрет. Институтран вĕренсе тухсан Екатеринăна тăван района ĕçлеме яраççĕ. Кунта вăл пулас мăшăрĕпе - Василий Хомжуковпа паллашать. Çамрăксем туй туса пĕрлешсен упăшки ялне - Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Аслă Аксăва куçса каяççĕ. Екатерина Николаевна кунта 1956-1958 çулсенче ялти шкулта ачасене вĕрентет. 1959 çулта Хомжуковсем Шăмăршă районне куçса килеççĕ. Екатерина Николаевна Шăмăршăри вăтам шкулта физикăпа математика предмечĕсене вĕрентме пуçлать. Çак ĕçре вăл тивĕçлĕ канăва кайичченех вăй хурать. Коллективра ырă ят çĕнсе илет, районти педагогсем хушшинче чи авторитетлисенчен пĕри шутланать. Унăн вĕренекенĕсем районти тата республикăри олимпиадăсенче çĕнтереççĕ, хăйсен учительне савăнăç парнелеççĕ. Е.Н.Хомжукова вĕрентсе кăларнă çынсем хушшинче тĕрлĕ професси илнисем пур. Ытларахăшĕ учитель ĕçне суйласа илни, физикăпа математикăна юратни Екатерина Николаевнан пурнăçĕ ахаль иртменнине çирĕплетет. Эпир - Шупашкарти Яковлевсемпе Виçпỹрт Шăмăршăри Падиаровсем, ытти тăвансем - Е.Н.Хомжукована 80 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

П.ПАДИАРОВ, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 августа 2014
16:00
Поделиться