Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тĕп редакторсем тĕл пулнă

 Юн кун - августăн 6-мĕшĕнче - Шупашкарта Тĕп редакторсен кунĕ иртнĕ. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Александр Иванов ертсе пынă. Тĕл пулăва республикăри тата районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен, çавăн пекех ĕç тăвакан тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен пресс-службисен 80 яхăн представителĕ хутшăннă.Тĕп калаçу Чăваш Республикинчи влаç органĕсем массăллă информаци хатĕрĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлесси пирки пынă. Тĕл пулура сăмах илнисем пĕрлехи ĕçĕн паха опычĕпе паллаштарнă тата татса паман ыйтусене хускатнă. Федерацин Чăваш Республикинчи çыхăну, информаци технологийĕ тата массăллă коммуникацисен сферинчи надзор службин Управленийĕн ертỹçи Татьяна Евдокимова массăллă информаци хатĕрĕсем пирки тухнă çĕнĕ саккунсемпе паллаштарнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 августа 2014
15:37
Поделиться