Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чирлĕ выльăх уйрăм пултăр

"Хĕрарăма çăтмаха кĕртес пулсан та вăл ĕнине пĕрле илсе кайĕ", - тенĕ халăхра. Чăнах та, ял çыннишĕн çак выльăх тăрантаракан та, пулăшуçă та, çăлавçă та. Сĕт ĕçсен çын сывă та, тутă та. Тĕрĕсрех каласан - пулмалла. Анчах унпа сăйланнă хыççăн вар-хырăм пăсăлнă тĕслĕхсем те пулаççĕ. Чирлĕ ĕнен сĕчĕ япăх витĕм кỹме пултарнине палăртаççĕ специалистсем. Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ: республикăра лейкоз чирĕнчен хăтăлса пĕтеймен. Пирĕн регион иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчен пуçласа ку чиртен таса мар шутланать. Чăннипе, Раççейĕпех çак амакпа аптăранă выльăх тĕл пулать. Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем çак чир "вучахĕсене" çулсерен тупса палăртаççĕ. Сăмах май, аграри предприятийĕсенче кăна мар, уйрăм çынсен хуçалăхĕнче те ĕне аптăрани çиеле тухать. Патшалăх инспекторĕ Владимир Матвеев каланă тăрăх, саккунпа килĕшỹллĕн - чирлĕ ĕнене пусма памалла. Анчах ял çыннисем ĕнипе сыв пуллашма хал çитереймеççĕ ĕнтĕ. Ку вара чире сарăлма пулăшать кăна. Пирĕн районта та ку амак тĕлĕшпе лару-тăру çивĕч. Ветеринари специалисчĕсем шутланă тăрăх - республикăра чир сарăлни хуçалăхсенче лейкозпа кĕрешмелли йĕркене пăхăнманнипе çыхăннă. Сăмахран, чирлĕ ĕнесене ыттисемпе пĕрлех тытаççĕ. Хăш-пĕр çĕрте производствăра ветеринари служби çук, чĕрĕ сĕте пастеризацилемелли тата утилизацилемелли ятарлă оборудовани те вырнаçтарман. Лимфа тĕввисем пысăкланни - чир аталаннин пĕрремĕш палли. Ĕне çиллинчи мăкăльсене алăпа сунă чухне кашниех туйĕ. Ятарлă тĕпчев иккĕленĕве уçăмлатма пулăшĕ. Чирлĕ выльăх ашĕнче тата сĕтĕнче çыншăн сиенлĕ япаласем пур. Усал шыçă тупсан какайне утилизацилемелле. Инфекциллĕ ĕнен сĕтне лайăх вĕретмесĕр е пастеризацилемесĕр ĕçме юрамасть, ашне -  вăрах вăхăт пĕçермесĕр. Инфекциллĕ ĕнесен сĕтне сутма юрамасть, чирлĕ выльăха ниçта илсе каймасăрах кил хушшинчех пусмалла.

П.ПИРОГОВ, тĕп ветеринари врачĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 августа 2014
15:32
Поделиться