Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хутмалли сезона хатĕрленсе

2014-2015 çулсенчи хутмалли сезона вăхăтра тата тĕплĕн хатĕрленес тĕллевпе, район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе ятарлă комисси туса хунă, мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Районта хутмалли сезон пуçланиччен нумай хваттерлĕ 86 çурта хатĕрлесе çитермелле. Паянхи кун тĕлне çуртсенчи ăшăтакан системăна гидропневматика меслечĕпе çуса тасатнă тата хăш-пĕр çĕрте çĕннипе улăштарнă, тĕтĕм çулĕсене юсаса тухнă. Хальхи вăхăтра нумай хваттерлĕ çуртсен отмосткисене юсаççĕ. 28 çурт валли хатĕрлĕх паспорчĕсем йĕркеленĕ, ку ĕç малалла пырать.

Н.ГОЛОВИНСКИЙ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 июля 2014
13:58
Поделиться