Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Конкурса хутшăнар!

Халăхсен хушшинчи журналистсен гильдийĕ "НацАкцент" порталта "Манăн пысăк наци туйĕ" фотоконкурс ирттерет. Конкурс тĕллевĕ - Раççей халăхĕн культурине, йăли-йĕркине упраса хăварасси, çемьере халăх культурине аталантарасси. Конкурса хутшăнас текенсен сентябрĕн 25-мĕшĕччен наци костюмĕллĕ каччăпа хĕрĕн сăн ỹкерчĕкĕсене svadba@nazaccent.ru адреспа ярса памалла. Мĕншĕн туя йăла-йĕркене пăхăнса ирттерме шутланине те каласа памалла. Жюри членĕсем сăн ỹкерчĕксене тата калава хак параççĕ, çĕнтерỹçĕсене октябрĕн 1-мĕшĕнче палăртаççĕ. Конкурса хутшăнас текенсем тĕплĕнрех информаципе - http://nazaccent.ru/content/12258-konkurs-moya-bolshaya-nacionalnayasvadbastartuet.html - сайтра паллашма пултараççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 июля 2014
09:06
Поделиться