Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хулла вăхăтра авмалла

Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хỹтĕлекен комисси маларах çирĕплетнĕ планпа килĕшỹллĕн ĕçлесе пырать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта кăна вăл çичĕ лару ирттернĕ, вĕсенче 18 ыйту тата 23 административлă ĕç пăхса тухнă. Кун йĕркинчи ыйтусем тăрăх 13 çынна асăрхаттарса хăварнă, тăххăрăшне 5100 тенкĕлĕх штраф тỹлеттерме йышăннă. Хальхи вăхăтра çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссире 13 çамрăк учетра тăрать: тăваттăшĕ республика тулашĕнчи заведенисенче, çиччĕшĕ - районти шкулсенче вĕренеççĕ. Пĕр çамрăк вара ĕçлемест те, вĕренмест те. Учетра тăракан кашни çамрăк çумнех обществăлла воспитательсем çирĕплетнĕ, вĕсем ачасене сăнаса-тĕрĕслесех тăраççĕ, вĕсемпе профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ, йĕркене тепĕр хут пăсасран вăхăтра асăрхаттарма тăрăшаççĕ. Çакăн усси куç кĕретех. Çакна та каласа хăварни кирлĕ пулĕ: административлă право йĕркине пăснăшăн çур çулта çул çитмен икĕ çамрăка учета илнĕ, çул çитнĕ май пĕрне учетран кăларнă. Комиссин тĕп тĕллевĕ - çул çитмен çамрăксем пурăнакан йывăртарах çемьесемпе ĕçлесси. Çакнашкаллисем районта вăтăр шутланаççĕ, вĕсенче - 55 ача. Кăçал тăватă çемьене учета тăратма тивнĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр ĕç - çамрăксене преступлени тăвассинчен асăрхаттарасси, профилактика ĕçĕсем туса ирттересси. Комисси членĕсем, опекăпа попечительство органĕсемпе, полици сотрудникĕсемпе, халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай ĕçченĕсемпе, ял тăрăхĕсен представителĕсемпе пĕрле, маларах асăннă çемьесенче тăтăш пулма, вĕсен пурнăçĕпе, лару-тăрупа паллашма тăрăшаççĕ. Хĕллехи тапхăрта кăна, сăмахран, ятарлă тăватă рейд йĕркеленĕ, унта пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене мĕнлерех пăхăннине те тĕрĕсленĕ. Мероприятисен тепĕр тĕллевĕ - çул çитмен çамрăксен пурнăç условийĕсене, вĕсен нуши-терчĕсене, хăрушсăрлăхне палăртасси. Хăш-пĕр çемьесене çакăн хыççăн комисси ларăвне те чĕнме тивет. Комисси членĕсем çул çитмен çамрăксене ĕçе вырнаçтарассипе те ĕçлеççĕ, ку енĕпе халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа тачă çыхăну тытаççĕ. Çул çитмен ачасен çуллахи канăвĕ те тимлĕхре. Кăçал кăна районта 800 яхăн ачана канма, сывлăхне çирĕплетме майсем туса панă. Чи малтанах йывăр лару-тăрури çемьесене шута илнĕ, ачасене тĕрлĕ лагерьсене яма майсем тупнă. Июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 26-мĕшĕччен кăна, сăмахран, шкулсем çумĕнчи лагерьсенче 116 ача каннă. Çамрăксене ĕçе явăçтарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çулталăк пуçланнăранпа халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ку тĕлĕшпе районти предприятисемпе тата организацисемпе 19 килĕшỹ тунă, 296 çамрăка ĕç тупса панă. Комисси, полици ĕçченĕсемпе пĕрле, наркотиксемпе усă курас çул çине тăнă, токсикоманипе çыхăннă, табак туртакан çамрăксене тупса палăртас тĕлĕшпе те ĕçлет. Кăçал ку енĕпе айăпа кĕнисене полици уйрăмне илсе килнĕ тĕслĕхсем пулман. Кунта, паллах, шкул ачисемпе çамрăксем хушшинче тематикăллă калаçусемпе лекцисем ирттернин, пропаганда ĕçĕн, анкетировани йĕркеленин усси те пысăк.

С.ЧЕГАЕВА, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хỹтĕлекен комисси секретарĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 июля 2014
16:17
Поделиться