Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вăй патăр, Анатолий Яковлевич!

 Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ, хăйĕн пĕтĕм пурнăçне Шăмăршăри тĕп больницăна халалланă А.Я.Семкин 70 çул тултарчĕ. Анатолий Яковлевич Оренбург облаçĕнчи Бузулук районне кĕрекен Колдубанка ялĕнче çуралса ỹснĕ. Самарти (ун чухне - Куйбышев) Д.И.Ульянов ячĕллĕ медицина институтне тата Хусан университечĕ çумĕнчи клиника ординатурине пĕтернĕ. А.Я.Семкин нумай çул хушши Шăмăршă больницин тĕп врачĕн çумĕ, тĕп врачĕ пулса ĕçленĕ. Район çыннисем ăна тивĕçлипе хисеплеççĕ, Анатолий Яковлевич вилĕмрен çăлса хăварнă çĕр-çĕр çын ăна чĕререн тав тăвать. Пенсире пулин те, А.Я.Семкин больница коллективĕпе тачă çыхăну тытать, çамрăк специалистсене ырă канашпа пулăшать. Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн тата çуралнăранпа 70 çул çитнĕ ятпа А.Я.Семкина район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысланă. 

И.ПОЛЯКОВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 июля 2014
13:44
Поделиться