Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Илеме - хамăр алăпа

Илем тени - хамăршăн. Ăна ăнланма, туйма пĕлни çыннăн чун пуянлăхне кăтартать. Кил-çурт таврашĕнчи тирпейлĕх, вуншар тĕрлĕ чечексемлĕ пахча - ял илемĕ те. Пуянкасси ялнех илер-ха. Кунта ял тăрăхĕн ĕçченĕсем, ветерансен канашĕ тата хĕрарăмсен канашĕ пуçарнипе мастер-класс ирттернĕ, В.Кудрявцев, А.Егоров, М.Матвеев хуçалăхĕсене çитсе курнă. Асăннă хуçалăхсен пахчисенчи чечексем чăннипех куçа илĕртеççĕ. Клумбăсене те кашниех хăйне майлă илемлетнĕ. Ĕç хыççăн çемьепе канмалли, чей ĕçмелли вырăнсем те пур. Кунта çынсен анлă фантазийĕ те яр уççăн курăнать. - Илеме хамăр алăпах тума пулать, -  теççĕ ĕçчен çынсем. -  Ỹркенмелле çеç мар, тăрăшни кăна кирлĕ. Чăнах та, чечек клумбисене тĕрлĕрен ансат хатĕрсенченех тума пулать. Вĕсене таçта шырамалла та мар - хăшĕсем хуçалăхрах тупăнаççĕ. Маларах кирлех пулман япаласем вара куç умĕнчех илеме çаврăнаççĕ. Матвеевсен пахчинче Пашка тимĕр шапа та хăйне ирĕклĕ туять. Вăл та илемпе киленет тейĕн.

Е.АЛЕКСЕЕВА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 июля 2014
13:38
Поделиться