Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сенкер пĕве - ĕмĕтре

"Кашни ялтах пĕве кирлĕ. Çак ĕçе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, депутатсем, ял халăхĕ пуçарса-ертсе пырсан питех те аван пулĕччĕ", -  тенĕччĕ пирĕн района Пĕрлĕхлĕ информаци кунне килсен Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ И.Исаев. Çак министерство заказĕпе иртнĕ çул Пуянкасси ялĕ çывăхĕнчи шыв управне тĕпрен юсама тытăннă. Подрядчикĕ - "Шигирдан" ТПК. Кунта пурĕ 10 миллион тенкĕлĕх ĕç тумалла. Тĕп ĕçсене пурнăçланă ĕнтĕ, шлюза хута ярсан шыв пухăнма пуçлĕ. Кунта ял çыннисем шыва кĕме те, пулă тытма та пултарĕç. Вут-кăварпа кĕрешме те, выльăх-чĕрлĕх валли те шыв питех те кирлĕ. Çỹлте асăннă организаци Кивĕ Чукал çывăхĕнчи шыв управне те юсать. Пурĕ 3 миллион тенкĕлĕх ĕç тумалла. Хальлĕхе шахта юшкине (задвижка) вырнаçтарманнипе пĕвере шыв тытăнса тăраймасть. Кун пирки заказчика çырупа пĕлтернĕ, çитменлĕхе çывăх вăхăтра пĕтерессе шанса тăратпăр. Черетре - район центрĕнчи шыв управне тĕпрен юсасси. Çак объект валли проектпа смета докуменчĕсене хатĕрленĕ, Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствине тăратнă. Министерство пирĕн документсене Мускава ярса панă. Тивĕçлĕ йышăну пулсанах çỹлте асăннă объектра хĕрỹ ĕç пуçланĕ. 

В.ДАВЫДОВ, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 апреля 2014
09:16
Поделиться