Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пĕчĕккисен конкурсĕ

Космонавтика кунне халалласа Карапай Шăмăршăри "Василек" ача садĕнчи ачасем ("Любознательные росточки" ушкăн) тĕслĕ сăрăсемпе хут çине тĕрлĕ ỹкерчĕксем ỹкерчĕç. Çак ĕçре вĕсене ашшĕ-амăшĕ те пулăшрĕ. Кунсăр пуçне группăри ачасем тĕслĕ картона касса-çыпăçтарса "космос карапĕсем" (аппликаци) ăсталарĕç, "çемçе конструктор" пайĕсенчен ракета макечĕсене пуçтарчĕç. Занятире пĕчĕккисем тĕнчери пĕрремĕш летчик-космонавт Юрий Гагарин тата хамăрăн паллă ентешĕмĕр Андриян Николаев летчик-космонавт çинчен каласа панине те тимлĕн итлерĕç.

Р.КОЗЛОВА, воспитатель.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 апреля 2014
08:59
Поделиться