Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Алкоголизм хăрушлăхĕ пурне те шухăшлаттармалла

 Чуна ыраттарса та пулин çакна йышăнмаллах: юлашки вăтăр çул хушшинче çĕр-шывра алкогольпе усă куракансен йышĕ икĕ хут, алкоголе пула психика тĕлĕшĕнчен чирлекенсен йышĕ виçĕ хут ỹснĕ. "Алкоголь психозĕ" диагнозпа чирлисем юлашки вунă çул хушшинче кăна 5 хут нумайланнă. Алкоголь çемьере тарăн тымар яма пуçлани питĕ нумай социаллă тата демографи проблемисене кăларса тăратрĕ. Çынсем чирлесси тата вăхăтсăр вилесси нумайланчĕ, ача çуралассин шайĕ чакрĕ, вăраха кайнă (хронический) алкоголизм сарăлма пуçларĕ. Ĕçекен çын пулсан çемье экономики те хавшак, ачисем тивĕçлĕ воспитани илеймеççĕ, унччен килĕштерсе пурăннă мăшăрсем уйрăлаççĕ. Алкогольпе усă курасси массăллă пулăма çаврăнни хытă шухăшлаттарать. Вăл пĕр ăруран теприне куçасси хытă хăратать. В.М.Бехтеров академик ĕçкĕпе иртĕхнине çĕр-шывăн чи хăрушă тăшманĕ тесе хакланă, вăрçă кỹнĕ сиенпе танлаштарнă. Гиппократ эпилепсин, ухмахланнин тата нервпа психикăн ытти чирĕсен сăлтавне ĕçкĕре шырамалла тенĕ. Ĕçкĕпе иртĕхнине хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе йышăнакан мерăсем хальлĕхе халăха алкогольтен сивĕ-теймерĕç-ха. Кунта харпăр-хăй шухăшĕ, тĕллевĕ çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ: мĕншĕн ĕçетĕн-ха эсĕ, мĕншĕн хăвна та, мăшăрна та, ачусене те хĕрхенместĕн? Эрех çынна тĕп тăвать, сумсăра кăларать, сывлăхне туртса илет. Çакна яланах асра тытар.

Н.ПОЛЯКОВА, нарколог.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 апреля 2014
08:49
Поделиться