Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Петр Краснов: "Тĕп тĕллев - халăхшăн тăрăшасси"

 ЮН КУН республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Пирĕн корреспондент Шупашкартан килнĕ информушкăн ертỹçипе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕпе Петр КРАСНОВПА тĕл пулса калаçрĕ. - Петр Степанович, Эсир паян Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче пурăнакансем патĕнче пултăр, халăх ыйтăвĕсем çине хуравларăр. Çынсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Эсир ертсе пыракан комитетăн ĕçĕ-хĕлĕ те интереслентерет. Кĕскен те пулсан 2013 çулхи ĕçсемпе паллаштараймăр-ши? - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕ иртнĕ çул 12 лару ирттерчĕ, 76 ыйту пăхса тухрĕ. Вĕсенчен 38-ĕшĕ - Чăваш Республикин саккунĕ-сен проекчĕсем. Комитет Чăваш Республикин Патшалăх Канашне йышăнма сĕннĕ 35 саккун проектне ЧР Патшалăх Канашĕ йышăннă, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ алă пуснă. Ытти виçĕ саккун проектĕнчен пĕрне ЧР Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш вулавĕпе йышăннă, тепĕрне йышăнман, виççĕмĕшне саккун проекчĕн авторне тỹрлетỹсем кĕртме сĕнсе каялла тавăрса панă. Комитет федераци саккунĕсен икĕ проектне туса хатĕрленĕ. Вĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче пăхса тухма, унтан РФ Патшалăх Думине саккун пуçарăвĕпе çырупа тухма тăратмашкăн сĕннĕ. - Аслă ăру çыннисене -  "вăрçă ачисем" тесе калакан ветерансене -  патшалăх сахал пулăшни пăшăрхантарать. Ку тĕлĕшпе мĕнле те пулин улшăну пулĕ-ши? _ Пирĕн комитет Чăваш Республикин Патшалăх Канашне РФ Патшалăх Думин Председателĕ С.Е.Нарышкин ячĕпе Çыру проекчĕ хатĕрлесе тăратрĕ. Унта ачалăхĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çулĕсенчи иртнĕ граждансене патшалăх енчен социаллă пулăшупа тивĕçтересси çинчен федераци саккунне йышăнассине хăвăртлатма ыйтрăмăр. ЧР Патшалăх Канашĕ Çырăва РФ Патшалăх Думине ярса панă. Çак вăхăт тĕлне ачалăхĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çулĕсенче иртнĕ граждансене патшалăх енчен социаллă пулăшупа тивĕçтерме пăхнă саккун проекчĕсем РФ Патшалăх Думинче 10 ытла пулнă. Вĕсенче "вăрçă ачисем" ята, тĕпрен илсен, 1928-1945 çулсенче çуралнă граждансене пама пăхнă. Пирĕн шутпа, çав çулсенче çуралнă граждансем чăннипех те "вăрçă ачисем" ята илме тивĕç. Вĕсене патшалăх енчен социаллă пулăшу парассине Раççей Федерацийĕн шайĕнче çирĕплетмелле. Шел, РФ Патшалăх Думи иртнĕ çул ачалăхĕ вăрçăн 1941-1945 çулĕсенче иртнĕ граждансене пулăшу парасси çинчен саккун проекчĕсенчен пĕрне те йышăнмарĕ. Çапах та çỹлерех асăннă саккун проектне тепĕр хут пăхса тухса йышăнасса шанас килет. - Петр Степанович, сирĕн комитет çавăн пекех ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем парассине лайăхлатас тĕлĕшпе те сĕнỹсем панине пĕлетĕп. - Чăваш Республикин "Ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем парасси çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен саккунне 2013 çулхи июль уйăхĕн 26-мĕшĕнче тата декабрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче икĕ хутчен улшăнусем кĕртнĕ. Çавна май опекунсене (попечительсене), ача усрама илнĕ ашшĕ-амăшне ачашăн кашни уйăхра тỹлекен пособи виçисене чылай ỹстернĕ. Комитет ларăвĕнче пăхса тухнă хыççăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ йышăннă, республика Пуçлăхĕ алă пуснă социаллă пĕлтерĕшлĕ саккунсене малалла та асăнма пулать. Вĕсем пурте халăхăн тĕрлĕ сийĕсене пырса тивеççĕ, пурнăç, йăла условийĕсене лайăхлатма май параççĕ. 

Калаçăва С.ИВАНОВ йĕркеленĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 марта 2014
09:01
Поделиться