Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

СССР халăх артисчĕн пулăшăвĕ

 

 ПИРĔН мухтавлă ентеш, СССР халăх артисчĕ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕн илемлĕх ертỹçи В.Н.Яковлев тăван районпа тачă çыхăну тытать. Хăй çуралса ỹснĕ, кунти сипетлĕ çĕр ырлăхĕпе вăй-хал илсе çĕр-шыв шайне çĕкленнĕ, çавăнпах ĕмĕрĕпех тав сăмахне тивĕçнĕ Виçпỹрт Шăмăршă ялне те Валерий Николаевич çав тери çывăха хурать. В.Н.Яковлев ялта çĕнĕрен чиркỹ уçăлнине те ырласа йышăннă. Нумаях пулмасть вăл чиркỹ валли çĕнĕ чан туянма хăйĕн укçине парса пулăшрĕ. Пирĕн шутпа, Валерий Николаевичăн ырă тĕслĕхĕ тĕрлĕ хулара пурăнакан ытти ентешсене те чиркỹ тума пулăшмашкăн хавхалантарĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 марта 2014
08:52
Поделиться