МАУДО «ДЮСШ –ФСК «Паттар»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьел ял историйĕ

22 июня 2013 г.

Патăрьел ялĕ икĕ ĕмĕр ытла таврари ялсен администраци центрĕ пулса тăрать. Çак вăхăт хушшинче районти ялсен, унта пурăнакан çынсен историйĕ, ĕçĕ-хĕлĕ Патăрьел ячĕпе çыхăннă. Çавăнпа та ĕнтĕ ют çĕре кайсан: "Эсир ăçтисем пулатăр?" - тесе ыйтсассăн, хамăр хăш ял иккенне каламастпăр, "Патăрьелсем", - тетпĕр. Шел пулин те, пиншер çынна пĕрлештерсе тăракан ялăн историне, уйрăмах унăн авалхи тапхăрне кăтартса паракан материалсем çукпа пĕрех. Район энциклопединче ун пирки пĕчĕк статья пур. Унта çакăн пек çырса кăтартнă: "Согласно исторических преданий, одно из старинных селений здешних мест. Его основали переселенцы из деревни Богатырево (Патăрьел, ныне село в Цивильском районе). О времени основания села Батырево можно судить по архивным документам, в частности, по книге А.Липицкого "Материалы для географии и статистики России. Симбирская губерния". (СПб, 1868, ч.1). "В Буинском уезде в селе Батырево существует предание, - сказано в документе давней поры - что жил здесь какой-то мурза, которому Иван Грозный подарил бахрому с золотыми кистями для украшения горницы и серебряную вызолоченную чашу за то, что он провел лесом русские войска до самой Казани" (в 1552 г.). ..."Это происходило в 1552 году во время похода Ивана Грозного на Казань, и тогда Батырево, как селение, уже существовало."

Илсе кăтартнă статьяран ял ячĕ ăçтан пулса кайнине те, ял миçемĕш çулта пуçланса кайнине те пĕлме çук.

Шкулта пире "Патăрьел "Паттăр ял" е "Паттăрсен ялĕ", - тесе вĕрентетчĕç. Нумай çыннăн асĕнче те çак вĕрентỹ тĕрĕс тесе çирĕпленсе юлнă ĕнтĕ. Çавăнпах та район гербĕ валли çĕртен ỹссе тухакан хĕçĕ çине тайăнса тăракан пăхаттир сăнарне суйласа илнĕ пулĕ. Ман шутпа, ку ăнăçсăр вариант, мĕншĕн иккенне материалсемпе паллашсассăн хăвăрах çапла пĕтĕмлетỹ тума пултаратăр. Ял ячĕ - унăн çур историйĕ. Чăваш Республикинчи ял ячĕсем, тĕпрен илсен (95 процента яхăн) çын ячĕсенчен пулса кайнă. Хальхи "Упи", "Упакасси", "Шăртан" ял ячĕсем тăватă ураллă "утаман" ячĕпе те, чăвашсен апачĕпе мар, "Упи", "Упей", "Шăртан" ятлă çынсен ячĕпе çыхăннă. (Тĕне кĕмен чăвашсен 5 пин ытла çын ячĕ пулнă. Хальхи ЗАГС органĕсем 2 пин ытларах ята регистрацилеççĕ).

Пирĕн Патăрьеле Çĕрпỹ енчи Патăрьел çыннисем пуçласа янă текен предание тĕпе хурса, унпа çыхăннă документсене пăхса тухар-ха. Çĕрпỹ енче "Патăрьел" ят ăçтан пуçланса кайнине пĕлме пулăшакан икĕ легенда çỹрет. Пĕрремĕшне вырăсларан куçарса çыратăп: "XVI-XVII ĕмĕрсенче чăваш хресченĕсем хăйсен хирĕсене выльăх-чĕрлĕх кĕрсе таптасран картасем тытса çаврăннă. Çак пулăмпа çыхăннă топонимсем паянхи кунчченех сыхланса юлнă: "Покшик карти", "Петĕн карти", "Шокка карти" т. ыт. те. Патăрьел ял çывăхĕнчи çаран çинче "Патти карти" текен вырăн пур. Патти "Паттăр" майлă илтĕнет. Çак çын Патăрьел ялне пуçласа яракансенчен пĕри пулма пултарнă. "Патти ялĕ" каярахпа "Паттăр ялĕ" - "Патăрьел" пулса кайма пултарнă.

Иккĕмĕш легендăна вырăслах çырса паратăп: "...Батыр, основатель деревни Богатырево женился на славной девушке Тепти... У них родились девять сыновей и одна дочь. ... Потомки Батыра образовали почти три десятка селений группы Патăрьел".

Ку легенда Патăрьел ялне пуçласа яракан çын Батыр ятлă пулнине, ял ятне вырăсла "Богатырево", тĕрĕк чĕлхилле "Батырево" тесе каламанни паллă.

Çĕрпỹ районĕнчи Патăрьел питĕ авалхи ял пулнине, мĕн пуçланса кайнăранпах çак ятпа çỹренине палăртаççĕ тĕпчевçĕсем. Вырăсла тĕрлĕ вăхăтра "Богатырево", Хусан ханстви вăхăтĕнче Салтыган мурзан харпăрлăхĕ пулса тăрсан "Салтыганово", вырăс патшалăхне кĕрсен Шупашкарăн пĕрремĕш митрополичĕн ячĕпе лартнă чиркỹ ячĕпе "Гурьевское" ятпа çỹренĕ. Совет самани вăхăтĕнче ĕлĕкхи "Богатырево" ята тавăрнă.

Хусан ханстви йĕркеленсе кайсан "Тискер хирсене" (Дикое поле) текен вырăнсене куçса ларма меллĕ вăхăтсем çитеççĕ. Мĕншĕн тесен патшалăх пушă выртакан çĕрсене çынсене парса вĕсенчен ясак (хырçă) илме тăрăшнă.

Иккĕмĕшĕнчен, кăнтăр енчен Крым тутарĕсем тата Нухай орди пирĕн енчи çĕрсем çине килсе тапăнма чарăннă. Мĕншĕн тесен вĕсем Хусан ханствипе килĕштерсе пурăннă. Çак вăхăтсенчи Çĕрпỹ енчи Патăрьелсем Кĕтне юхан шывĕн Хуш ятлă юппи çине килсе çĕнĕ ял пуçласа яраççĕ. Ятне Хушпуç Патăрьел, вырăсла Хомбуси Богатырево тенĕ. Халĕ çак ял Йĕпреç районне кĕрет.

Пирĕн районти Патăрьелĕнчен самаях ватă пулнине, унта 1741 çултах чиркỹ уçни, çак вăхăтрах вăл пысăк ял пулнине кăтартса парать. Пирĕн Патăрьел ялне Çĕрпỹ енчи Патăрьел çыннисем мар, Хумпуç Патăрьелсем пуçласа янине çирĕплетсе паракан пĕр документ пур. Вăл "Переписная книга ясачных татар, чуваш и мордва Симбирского уезда за 1723 год" ятлă. Унта çавăн пек çырни пур: "Ясачная деревня Хомбуси Богатырево стоит на речке Була в расстоянии от одной деревни на реке Була в правую сторону, до ясачной чувашской деревни Новое Ахпердины три версты. В деревне 123 двора" (ЦГДА ф.802). Хальхи чăваш чĕлхине куçарсан вăл çапла пулать: "Ясак тỹлесе тăракан Хушпуç Патăрьел ялĕ Пăла шывĕн сылтăм енче, Пăла шывĕ çинче ларакан, ясак тỹлесе тăракан Çĕнĕ Ахпỹрт чăваш ялĕнчен виçĕ çухрăмра ларать". 1723 çулта Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕ пулнă-ха, анчах виçĕ çухрăмра, Пăла çинче мĕнле Хумпуç Патăрьел пулма пултарнă? Йĕпреç районĕнче çавăн пек ятлă ял пур терĕмĕр. Анчах та вăл Çĕнĕ Ахпỹртрен виçĕ çухрăмра мар, сахалтан та аллă çухрăмра вырнаçнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево ул.Гагарина 17
Телефон: 8 83532 50405
Факс: 8 83532 50405
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика