Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кайăк-кĕшĕк грипĕнчен сыхланар

Кайăк-кĕшĕк грипĕнчен сыхланар

Юлашки вăхăтра тăтăшах кайăк-кĕшĕк грипĕ /птичий грипп/ пирки каланине, çырнине илтме пулать. Таврара ку чир алхаснă вăхăтра  пирĕн республика территорийĕнчи патшалăх  ветеринари службинче ĕçлекенсем  çак усал чире хирĕç кĕрешсе  тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттереççĕ, çав шутра пирĕн районта та.

Пирĕн республикăра кайăк-кĕшĕк грипĕ пуррине регистрацилемен тесе лăпкăлăхра пурăнмаççĕ. Çурхи кунсем çывхарнă май тĕрлĕрен вĕçен кайăксем пирĕн тăрăха вĕçсе çитеççĕ. Вĕсен сывлăхне вара никам та тĕрĕслемен. Çавна кура уйрăм кил тата хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче, предприятисенче кайăк-кĕшĕк тытакансен уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Иртнĕ кунсенче районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари службин ертсе пыракан врачĕпе Л.Павловапа пĕрле "Урмарская" ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикине çитсе куртăмăр. Кунта кĕрсенех тасалăх хуçаланни палăрчĕ. Фабрикăна кĕрекен алăк умне территорине тĕрлĕ чиртен асăрханса ятарласа дезинфекциленĕ пусма /дезомат/ сарса хунă. Кунта вăй хуракан Л.Маркелова ветеринари врачĕ каланă тăрăх территоринче тата унăн таврашĕнче çÿллĕ çитĕнекен йывăçсене вĕçен кайăксем ларасран асăрханса касса пĕтерме тĕллев тытнă. Витесене кĕрекен алăксене тата чÿречесемпе форточкăсене вĕçен кайăксем кĕресрен тимĕр сеткăсем карнă. Унсăр пуçне ферма территорине айккинчен килекенсене вуçех те кĕртмеççĕ. Чăх-чĕпсене усракан вырăна яланах тасатса тăраççĕ, вăхăтăн-вăхăтăн палăртнă графикпе дезинфекцилеççĕ. Хальхи вăхăтра кунта ытларах халăх хĕвĕшет, мĕншĕн тесен талăкри тата пĕр уйăхран иртнĕ бройлер чĕпписене сутаççĕ. Туянма килекенсене те чир-чĕртен асăрхануллă пулмаллине калаççĕ. Ял халăхне тата кунта ĕçлекенсене кайăк-кĕшĕк чирĕсем пирки каласа ăнлантарнă, ют çĕртен кÿрсе килекен кайăк-кĕшĕксене тата вĕсен аш-какайне туяниччен ветеринари справки пурри-çуккипе интересленмеллине пĕлтернĕ. Кунта усракан чăх-чĕпсене тата кăркка, хур чĕпписене туянма шикленмелле мар, мĕншĕн тесен вĕсене пĕчĕклех тĕрлĕ чиртен ĕçре палăртнă схемăпа укол та тăваççĕ, эмелсем параççĕ. Ку хуçалăхра чир-чĕртен вăл килсе çакланиччен сыхланмалли тĕллеве çирĕп тытса пыраççĕ. Районти ветеринари служби вĕсене кирлĕ вăхăтра яланах пулăшма хатĕр.



25 марта 2017
15:30
Поделиться